Понедельник, 8 июня

Тӗлпулу пулчӗ

Александровка культура ҫуртӗнче час-часах тӗрлӗ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ. Хальхинче В.Н.Потапова  библиотекарь 8-мӗш классемпе тӗл пулма Д.П.Александрова уйрӑм предпринимателе чӗнчӗ. Дина Павловна шкул ачисене бизнеса мӗнле йӗркелесе пымалли, паянхи экономика лару-тӑрӑвӗнче предпринимателӗн мӗнле пулмалли ҫинчен каласа пачӗ. Раҫҫей Федерацийӗн правительстви пӗчӗк бизнеса патшалӑх енчен пулӑшнине асӑнчӗ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Д.Александрова ачасене хӑйӗн бизнес ӳсӗмӗсем мӗнле пулса пыни, карьерӑна мӗнле туни, мӗнле йывӑрлӑхсене парӑнтарма тивни  ҫинчен те каласа пачӗ. «Тӗллевсем пулмалла, вӗсене пурнӑҫлама тӑрӑшмалла, яланах профессионализм шайне ӳстерсе пымалла», — терӗ Дина Павловна.

Пӗтӗмӗшле илсен Д.Александровӑпа иртнӗ тӗлпулу ачасемшӗн усӑллӑ пулчӗ тесе шутлатӑп. Вӑл вӗсене хӑйӗн тӗслӗхӗпе хавхалантарчӗ.

Е.Квасова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *