/ркенменсен ҫитӗнӳ пулатех

«Хӗрарӑм — ял управҫи» проектпа килӗшӳллӗн «Пӗр тан диалог» ятпа тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Ку ӗҫ ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Нумаях пулмасть ҫакнашкал тӗлпулу Ҫӗнӗ Мӑрат ял библиотекинче иртнӗ. Унӑн тӗп хӑни хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Виктория Шуряшкина пулнӑ. Тӗлпулӑва Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем  те хутшӑннӑ.

Ҫавра сӗтел хушшинче Виктория Романовна хӑйӗн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, ҫын ӑнӑҫлӑхӗнче ҫемье ӑна пулӑшса пыни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Паллах, кашни ӗҫрех йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. Виктория Шуряшкина та хӑйӗн тӗллевӗ патне ӑнтӑлнӑ чухне чылай кӗтменлӗхсемпе тӗл пулнӑ. Вӑл хӗрачасене йывӑрлӑх умӗнче пуҫа усмасӑр яланах малалла ӑнтӑлма суннӑ, ҫитӗнӳ ҫулӗ тумхахлӑ пулнине палӑртнӑ.

Виктория Романовна нумай ҫул ӗнтӗ ял хуҫалӑх сферинче тӑрӑшать — выльӑх-чӗрлӗх усраса тупӑш тӑвать. Ку ӗҫре ӑна мӑшӑрӗ тата ачисем пулӑшса пыраҫҫӗ. Шуряшкинсен ферминче 50 пуҫ ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх, хир сыснисем тата кроликсем. Виктория фермер хуҫалӑхне тытса пынисӗр пуҫне килти ӗҫсене те туса ӗлкӗрет, ачисемпе те вӑхӑт ирттерет, яланах ҫӗннине вӗренме, пур ҫӗре те ӗлкӗрме тӑрӑшать. Вӑл тӗлпулӑва «Калифорни великанӗ» ӑратлӑ кролике те илсе килнӗ, кролик усрас енӗпе усӑллӑ сӗнӳсем панӑ. Ҫавӑн пекех хӗрачасене карьерӑри ӳсӗм вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ, ыйтусем ҫине хуравланӑ. 

Хӗрачасене тӗлпулу питӗ килӗшнӗ. Вӗсем алӑ усса лармасан таҫта та ҫитӗнӳсем тума пулнине Виктория Романовна тӗслӗхӗпе хӑйсем курса ӗненнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *