
Цитата
Олег Николаев, Республика Пуҫлӑхӗ:
«Пурте пӗрле тӑрӑшсан анчах регионта экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пулать. Кӑҫалхи Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать пулин те, экологи мероприятийӗсем ирттересси малалла пырать, экологи тренчӗ ҫулсерен ӳсет. Ҫутҫанталӑка пӗрле упрар!»
Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев черетлӗ «тӳрӗ лини» ирттернӗ.
Вӑл 2 сехет ытла пынӑ. Олег Алексеевич эфирта 36 ыйту ҫине хуравланӑ. «Тӳрӗ лини» пынӑ вӑхӑтра пӗтӗмпе 600 ытла ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйсене хумхантараканни пирки пӗлтернӗ. Вӗсене пурне те шута илнӗ, хӑшӗ-пӗрне татса пама вырӑнти ӗҫ тӑвакан органсене ярса панӑ, ыттисем те хуравсӑр юлмӗҫ.
Республикӑра пурӑнакансене яланхи пекех ҫул-йӗр, тавралӑхри тирпейлӗх, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсем ытларах интереслентереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Улатӑрта ача ҫуратмалли уйрӑм хупӑнни, шкулсем тӑвасси, граждӑнла оборона, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем пирки те калаҫу пулнӑ. Регионта пурӑнакансем «Шупашкарта метрополитен пулӗ-и?», «Чӑваш ене Чулхулапа ҫыхӑнтаракан кӗпер пулӗ-и?», «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем мӗнле майпа «Паттӑрсен вӑхӑчӗ» проекта хутшӑнма пултараҫҫӗ?», «Республикӑра чрезвычайлӑ лару-тӑрура хӳтлӗх тупмалли вырӑнсем пур-и?», «Коммуналлӑ службӑсен ӗҫне лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗн тӑваҫҫӗ?», «Хальхи вӑхӑтра пӗлӳ ҫурчӗсене тӑвас ӗҫ мӗнле шайра?» текен ыйтусем те панӑ.
Метрополитен пирки ӑна пӗр миллионлӑ ҫын пурӑнакан хуласенче ҫеҫ тунине пӗлтернӗ. Шупашкарта пурӑнакансен ку хисеп ун чухлӗ мар. «Паттӑрсен вӑхӑчӗ» проектӑн иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнас текенсене пухма пуҫлани ҫинчен те пӗлтернӗ Олег Николаев. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗпер хывма та майсем ҫук. Ку объект строительстви питӗ хаклине, ун урлӑ ҫӳрекен машинӑсем йышлах пулманнине ҫирӗплетнӗ. Чрезвычайлӑ лару-тӑруран хӳтӗленмелли вырӑнсем — республикӑра 140 яхӑн объект. Олег Алексеевич Чӑваш Енре ҫӳп-ҫапа уйӑрса тирпейлекен виҫӗ станци тума палӑртнине пӗлтернӗ. Республикӑра ҫулсеренех ҫӗнӗ вӗренӳ ҫурчӗсем хута каяҫҫӗ. Кӑҫал Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкул ҫуртне тӑвас ӗҫсем пуҫланнӑ.
Ял ҫыннисене яланхи пекех сӗт хакӗ пӑшӑрхантарать. «Пирӗн республикӑра 25—26 тенкӗпе илеҫҫӗ. Юнашар регионсенче 46 тенкӗпе туянаҫҫӗ». Кун ҫине республика Пуҫлӑхӗ ҫапла хуравланӑ: «Кӑҫал сӗт пӗлтӗрхинчен хаклӑрах. Хушма хуҫалӑхра сӗт туса илекенсенчен 26 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен таварӗн хакӗ 45 тенкӗрен те иртет. Ку уйрӑмлӑх сӗт пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ».
Олег Николаев пур ыйту ҫине те тӗплӗн хуравлама тӑрӑшнӑ.
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.
—