Вера Артемьевна Фомина Анат Тимӗрчкасси ялӗнче Алексеевсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ, телейлӗ ачалӑхӗ ҫак тӑрӑхрах иртнӗ.
Ялти сакӑр класлӑ тата Аслӑ Чурачӑкри вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн Шупашкар хулинчи педагогика училищинче вӗренсе педагог профессине алла илнӗ. Вӗренсе тухсан Комсомольскинчи 1-мӗш номерлӗ ача садӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа воспитатель ӗҫне Шупашкарти 112-мӗш номерлӗ ача садӗнче тӑснӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗнӗ. Хамӑн ентешпе шӑпах ҫак заведенире паллашрӑм та ӗнтӗ. Мана тӳрех унӑн хастарлӑхӗ, пултарулӑхӗ, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлӗ, ҫутӑ сӑнарӗ тыткӑнларӗ. Сӑпайлӑхпа уйрӑлса тӑнӑран, хӑйӗн ҫинчен ҫырса е каласа кӑтартма ниепле те ирӗк памасчӗ. Паянхи кун пӗр сферӑра — вӗрентӳ тытӑмӗнче вӑй хунӑран, пӗр пек ӗҫе пурнӑҫланӑран пултаруллӑ вӗрентекен ҫинчен хамӑрӑн юратнӑ хаҫатӑмӑрта ҫырса пӗлтерес терӗм.
Педагогика ӗҫне Вера Артемьевна 1985 ҫулта пуҫӑннӑ. 1994 ҫултанпа Шупашкар хулинчи 29-мӗш вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӑл аслӑ категориллӗ учитель, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ. Пултаруллӑ учителӗн педагогикӑри стажӗ — 39 ҫул. Ачасен, коллективӑн, ашшӗ- амӑшӗн пысӑк хисепне тивӗҫнӗ. ,ҫри ҫитӗнӳсемшӗн хастар вӗрентекене нумай награда парса чысланӑ. Вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, республикӑри вун-вун конкурс ҫӗнтерӳҫи. Унӑн вӗренекенӗсем кирек мӗнле олимпиадӑпа конкурсра та хӑйсен пултарулӑхне, ӑс-тӑн шайне тивӗҫлипе кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен шучӗ питӗ йышлӑ. Вера Артемьевна хӑйӗн пултарулӑхне палӑртма хула шайӗнче иртекен чи лайӑх учительсен конкурсӗсене хутшӑнма тӑрӑшать.
Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхипе литературине хула шкулӗнче вӗрентме ҫӑмӑлах мар. Ҫапах та ачасене хамӑрӑн йӑла-йӗрке, культура урлӑ чӑ-ваш чӗлхипе кӑсӑкланма, унӑн техӗмне туйма чӗрӗк ӗмӗр ытла мехел ҫитерет мал ӗмӗтлӗ Вера Артемьевна.
Ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса 20 ҫул ытла тӑрӑшать. Чунне парса, пур кӑмӑлпа, пысӑк хавхаланупа пурнӑҫлать вӑл шанса панӑ ӗҫе. Манӑн ӗҫтешӗм, тусӑм, ентешӗм, чӑннипех те пурнӑҫра хӑй вырӑнне тупнӑ, вӑл чӗре выртакан ӗҫре тӑрӑшать. Ҫакӑ вара хӑть епле профессире те чи кирли, пӗлтерӗшли. Хӑйӗн ӗҫне питӗ юратаканскер, вӑл кашни ача чунӗ патне ҫул тупма, уроксенче ачасене кӑсӑклантарма, тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшать. Ҫирӗп ыйтнӑшӑн, хӑйсене ӑнланма тӑрӑшнӑшӑн, юратнӑшӑн хисеплеҫҫӗ те ӗнтӗ ӑна шкул ачисем.
Шкулти хӗрӳ ӗҫ-пуҫсӑр пуҫне Вера Артемьевна Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн тата вӗренӳ комитечӗн пайташӗ. Пултаруллӑ педагогӑн тӑрӑшулӑхӗ пурри Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитетӗнче вӑй хунинче аван палӑрать. Вера Артемьевна ку ӗҫре те тӑван чӗлхепе культурӑна упраса хӑварас тата аталантарас, республика тулашӗнчи йӑхташӑмӑрсене пулӑшас тӗлӗшпе вӑй-халне шеллемест.
«Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литература секцийӗнче вӑй хурать. Тӗрлӗ семинарпа канашлӑва йӗркелес ӗҫре пысӑк пулӑшу парать вӑл. Педагогика практикине ӑс пухма килнӗ студентсене меслетлӗх пулӑшӑвӗ парасси — унӑн яланхи тивӗҫӗ. Ку ӗҫе те Вера Артемьевна юратса, чунне парса пурнӑҫлать.
В.Фомина — шанчӑклӑ та хисеплӗ мӑшӑр, икӗ ывӑлӗшӗн юратнӑ та хаклӑ анне. Мӑшӑрӗпе, Юрий Петровичпа, 35 ҫул йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерсе, савӑнӑҫне пӗр-пӗринпе пайласа пурнӑҫ сукмакӗпе утаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 74-мӗш номерлӗ Указӗпе килӗшӳллӗн вӗренӳпе воспитани ӗҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Вера Артемьевна Фоминана «Чӑ-ваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят парса чысларӗҫ. Ку хисепе Вера Артемьевна вӗрентӳ ӗҫне чунтан парӑнса вӑй хунӑшӑн, ачасене чӑваш чӗлхине юратса ӑс панӑшӑн тата вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗсенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тивӗҫрӗ. Хам ятран хисеплӗ вӗрентекене, чи шанчӑклӑ тусӑма сумлӑ ята тивӗҫнӗшӗн савӑнса саламлатӑп. Тавах сана ырӑ та уҫӑ кӑмӑлушӑн, ӗҫтешлӗх туйӑмне хака хунӑшӑн.
Светлана Петрушкина,
Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн
хисеплӗ ӗҫченӗ, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.