Четверг, 23 января

Иван Андреевич Кабалин

Иван Андреевич Кабалин

Ҫитес ҫул Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май эпир хамӑрӑн хаҫат страницисенче Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсем пирки каласа пама пуҫланӑччӗ. Хаҫатӑн 49-50-мӗш номерӗсенче Константин Антоновпа Геннадий Габайдуллин пирки статьясем кун ҫути курчӗҫ. Халӗ тепӗр паттӑр ҫинчен каласа парӑпӑр.

Вӑл 1923 ҫулхи июлӗн 10-мӗшӗнче Александровка ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн Канаш хулине куҫса кайнӑ. Ваня мӗн пӗчӗкрен техникӑна юратнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл тӳрех Канаш хулинче вырнаҫнӑ вакунсем юсакан завода ҫул тытнӑ. Кунта Иван Андреевич слесаре вӗренет. Заводра ӗҫлеме пуҫлать. Ӗмӗтсем пысӑк пулнӑ тин ҫеҫ вунсаккӑр тултарнӑ каччӑн. Анчах та Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланать. 1942 ҫулта И.Кабалин вӑрҫа тухса каять. Вӑл Кӑнтӑр хӗвеланӑҫ тата 3-мӗш Украина фрончӗсенче пулать. Вӑрҫӑ уншӑн Дон ҫыранӗнчен пуҫланнӑ. 1943  ҫулхи ҫулла унӑн миномет расчечӗ Курск пӗккинче пулать, Харьков, Барвенкова, Лозовая, Синельниково хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Вӗсенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн И.Кабалина Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ.

1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Хӗрлӗ ялавлӑ 25-мӗш стрелковӑй дивизи Днепр юханшывӗ патне тухнӑ. Тӑшман «Днепр валӗ» совет салтакӗсемшӗн пысӑк чӑрмав пуласса шаннӑ. Вӑл юханшывӑн тепӗр енче вӑйлӑ ҫирӗпленсе ларнӑ.

Ҫав ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне, десантниксен ушкӑнӗ Днепр урлӑ каҫса тӑшманӑн малти позицине йышӑннӑ. Гитлеровецсен сакӑр атакине сирсе яраҫҫӗ Совет салтакӗсем. Десантниксен йышӗ сахаллансах пынӑ. Иккӗмӗш кунне вӗсене тӑшман юханшыв патнех хӗссе кӑларнӑ. Малтан пулнӑ позицие йышӑнас тесе вӗсем атакӑна ҫӗкленнӗ. Нимӗҫсем асар-писер вут тӑкма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вырӑсла «Ура!»  кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ. Ку Хӗрлӗ ялавлӑ Синельниково гварди дивизийӗн 78-мӗш стрелок полкӗн миномет взвочӗн И.Кабалин  сержант ертсе пыракан салтакӗсем пулаҫҫӗ. Вӗсем тӳрех тӑшмана атакӑлама пуҫлаҫҫӗ. Миномет взвочӗ  юнлӑ икӗ кун хушшинче тӑшманӑн 8 пулеметне, 6 туппине, ҫӗре яхӑн салтакпа офицера пӗтернӗ. Плацдарм ҫинчи ҫапӑҫусем уйӑха яхӑн пынӑ. Пирӗн паттӑр ентеш ҫак вӑхӑт хушшинче 250 гитлеровеца вӗлернӗ, вут-ҫулӑмӑн 4 точкине аркатнӑ.

Днепр хӗрринче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Указӗпе Иван Андреевич Кабалина Совет Союзӗн Геройӗ хисеплӗ ят панӑ.

Демобилизаци  хыҫҫӑн  Иван Кабалин Канашах таврӑннӑ, вакунсем юсакан заводра ӗҫлеме пуҫланӑ. ,ҫленӗ вӑхӑтрах куҫӑн мар майпа  Тбилисири чукун ҫул транспорчӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Канашри вакунсем юсакан заводра производство диспетчерӗнче тӑрӑшнӑ.

Ун ятне Чӑваш Республикин Ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ.

Иван Кабалин 1982 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.

Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи материалсем тӑрӑх Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *