Декабрӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл ниме пӑхмасӑр активлӑн пурӑнма тӑрӑшакан, чӑтӑмлӑхпа ҫирӗплӗх тӗслӗхне кӑтартакан ҫынсене хисепленине кӑтартса парать, пирӗн хушӑра пулӑшупа тимлӗх кирлӗ ҫынсем те пурӑнни ҫинчен аса илтерет.
Округри тӗп библиотекӑра ҫак куна халалласа ятарлӑ мероприяти йӗркелесе ирттернӗ. Унта прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи Екатерина Егорова, прокурор пулӑшуҫи Диана Столярова, медицинӑпа социаллӑ экспертизӑн 15-мӗш бюровӗн ертӳҫи Валентина Васильева, Комсомольскинчи 41-мӗш аптека директорӗ Алевтина Ильина, Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова, Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшусем кӳрекен центрӑн специалисчӗ Ольга Николаева, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн ертсе пыракан инспекторӗ Екатерина Волкова, централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен сӑмахӗнче шӑпа пӳрнипе хавшак сывлӑхлӑ ҫынсен проблемисем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, вӗсене куллен пулӑшупа тимлӗх кирлине палӑртнӑ, пуҫтарӑннисем паракан ыйтусене туллин хуравлама тӑрӑшнӑ. Прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи Екатерина Егорова граждансене харпӑр хӑйсен ыйтӑвӗсемпе те йышӑннӑ.
Библиотека ӗҫченӗсем ӑшӑ та кӑмӑллӑ уяв йӗркеленӗ. Вӗсем ырӑ ӗҫ тума, пӗр-пӗрне яланах ал пама хатӗр пулмалли ҫинчен каланӑ, чуна пырса тивекен «Притча о добре» видеоролик кӑтартнӑ. Пуҫтарӑннисем ӑсталӑх класне хутшӑнса хутран хӗвелсем тунӑ, «Сана хамӑн ӑшша парнелетӗп» тренинг ирттернӗ. «Радуга» ача садне ҫӳрекенсем юрӑ-ташӑпа уява хаваслӑх кӗртнӗ. Юлашкинчен мероприятие пуҫтарӑннисем пурте пӗрле туслӑн «Мы желаем счастья вам» юрра шӑрантарнӑ.
Валентина БОРОВКОВА.