Воскресенье, 8 марта

Шурут шкулӗ 185 ҫулта

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Шурут вӑтам шкулӗ хӑйӗн алӑкӗсене пурин валли те яриех уҫрӗ. Тӑван шкул кӗрлесе ҫеҫ тӑчӗ — пӗлӳ ҫурчӗ 185 ҫул тултарнине халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Хисеплӗ хӑнасем, тӗрлӗ ҫулсенче кунта ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем тулли кӑмӑлпа тӑван шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Шурут вӑтам шкулӗ — республикӑри чи ватӑ шкулсенчен пӗри. Унӑн кун-ҫулӗ 1839 ҫулхи августӑн 29-мӗшӗнчен пуҫланнӑ. Шӑп ҫавӑн чухне Чӗмпӗрти удел ведомстви Шурутра ял ачисем валли училище уҫнӑ, пирваях  унта вӗренме 50 арҫын ачана йышӑннӑ. Каярахпа училищӗрен чиркӳпе прихут шкулӗ туса хунӑ, вӑл 4 класлӑ пулнӑ.

1937 ҫулта Шурутра ҫичӗ класлӑ шкул тунӑ. Унӑн директорӗ Николай Андриянович Степанов пулнӑ. Асӑннӑ шкултан вӗренсе тухнӑ ачасем Патӑрьел районӗнчи Первомайскинче малалла пӗлӳ пухнӑ. 1960 ҫултан кунта ачасене сакӑр ҫул таран вӗрентме пуҫланӑ. 1963 ҫулта вӑтам шкул туса хунӑ. 1965 ҫулта кунтан вӑтам пӗлӳллӗ пирвайхи выпускниксем тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра шкула таврари 5 ял ачи ҫӳренӗ: Шурутран, Шурут-Нурӑсран, Йӳҫ Шӑхалӗнчен, Юнтапаран тата Тутар Шурутран.

Хӑйӗн кӗскех мар ӗмӗрӗнче Шурут шкулӗ 5 ҫурта куҫнӑ. Чи малтанхи, ятарласа тунӑскер, паян кунччен сыхланса юлайман. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ҫуртсене 1927 тата 1932 ҫулсенче тунӑ. Пурӑна-киле виҫҫӗмӗш ҫурчӗ ҫумне вӗренӳ кабинечӗсем, акт залӗ тата столовӑй валли хушма ҫурт тӗртсе лартнӑ. Ҫапах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл шкул ыйтнине тивӗҫтереймен, ҫитменнине, кивелсе те ҫитнӗ. Суйлавҫӑсен наказӗпе депутатсем ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ тӑвас ыйтӑва ҫӗкленӗ, 1987 ҫулта вӑл вӗренекенсемшӗн пӗрремӗш хут хӑйӗн алӑкӗсене  уҫнӑ.

Шурут вӑтам шкулӗ хӑйӗн вӗренекенӗсемпе чӑннипех мӑнаҫланма пултарать. Вӗсен хушшинче ученӑйсем те, ертсе пыракансем те, техника ҫыннисем те, ҫӗр ӗҫченӗсем те, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем те, артистсем те, спортсменсем те, журналистсем те, врачсем те, вӗрентекенсем те, композиторсем те пур. Сӑмахран, М.Е.Евсевьев — И.Я.Яковлевпа Н.И.Ашмаринӑн юлташӗ, мӑкшӑ халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, мӑкшӑсен пӗрремӗш букварьне туса хатӗрлекенӗ. Алексей Милли (Прокопьев) — журналист, публицист, поэт. Лидия Толстова — опера юрӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, тӗнче шайӗнчи конкурссен лауреачӗ. Владислав Алексеевич Ильин — вице-адмирал, Тинӗс-ҫар флочӗн  штаб начальникӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Вӗсем пурте ҫак шкулта вӗренсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ.

Шкулӑн 185 ҫулхи юбилейне Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Комсомольски муниципаллӑ округӗн вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи Н.А.Комиссарова, Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи депутатсен пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, Чӑваш Республикинчи вӗренӳпе наука профсоюз организаци- йӗн председателӗ З.Н.Степанова, Шурут ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.М.Маштанов тата ыттисем те килме кӑмӑл турӗҫ.

Уявра чи хисеплӗ хӑнасем педагог-ветерансем пулчӗҫ: ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, 36 ҫул ҫак шкулта вӑй хунӑ учитель А.К.Алексеева, ҫак шкулта учитель, директор пулса ӗҫленӗ Г.Е.Длинов, В.В.Скворцов, Т.И.Колпакова, чылай ҫул хушши Шурут вӑтам шкулӗнче ачасене ҫырма-вулама вӗрентнӗ Г.П.Уразаева, В.Д.Ишуткина, М.А.Всеволодова, аслӑ классенчи ачасене пӗлӳ панӑ С.А.Ершова, Е.С.Макова, О.И.Гаврилова, Г.С.Симакова.

Парнесем тата ӑшӑ сӑмахсем нумай пулчӗҫ. Тухса калаҫакансем Шурут вӑтам шкулне малашне те ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ӳссе пыракан ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма ырӑ сунчӗҫ. Вӗрентекенсене, паянхи кун шкулта ӗҫлекенсене  Мухтав тата Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.

Шкул коллективӗ уява тӗплӗн хатӗрленсе пысӑк шайра ирттерсе янине палӑртса хӑвармалла. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсен юрри-ташшисем уява илем кӳчӗҫ. Ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ Н.Ф. Маков шӑрантарнӑ юрӑсем пуриншӗн те пысӑк парне пулчӗҫ. Килнӗ хӑнасем концерт курса савӑннисӗр пуҫне фойере йӗркеленӗ ал ӗҫ выставкипе тата шкул ачисен ӳкерчӗкӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Шкултан вӗренсе тухнисем ҫинчен каласа паракан стендсене те кӑсӑклансах пӑхрӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем шкул юбилейне халалланӑ фотозонӑра асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем туса савӑнчӗҫ, шкул музейне кӗрсе тӗрлӗ экспонатсемпе паллашрӗҫ.

Уява тивӗҫлӗ шайра ирттерме  пулӑшакансене те палӑртса хӑварас килет: «Урожай» колхоз, «Комбинат питания» ООО, В.Е.Михеев, В.Н.Казакова, А.И.Алексеев предпринимательсем. Вӗсене чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

Шкул пулсан — ял пурӑнать. Унӑн кун-ҫулӗ малалла та вӑрӑм пуласса шанса, ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр эпир. Ҫапла пултӑр!

Т.Плешкова,

Л.Тарасова,

Л.Пыркина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *