Чи маттур  пике – Аслӑ Чурачӑкран

Фестивале уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫак конкурсӑн халӑх культурине упраса хӑварассинчи пысӑк пӗлтерӗшӗ ҫинчен каланӑ, пурне те ӑнӑҫу суннӑ.  

Конкурсантсем хӑйсене сцена ҫинче мӗнле тытнине,  артист пултарулӑхне, чӑваш халӑх тумӗсен илемне, ҫавӑн пекех тӑван халӑх культурине, чӑваш чӗлхине мӗнле пӗлнине кӑтартса панӑ. 

Сцена ҫинче акӑш пек илӗртӳллӗ утакан, чӑвашла таса та илемлӗ калаҫакан, ҫепӗҫ сассисемпе тыткӑнлакан хӗрсем хушшинче чи илемлӗ те пултаруллӑ пикене палӑртма жюри членӗсене, паллах, ҫӑмӑл пулман. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх «Чӑваш пики — 2024» ята Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Кира Николаева тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Карина Ильина — «Вице чӑваш пики — 2024». Яна Евграфовӑна (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) — «Ҫепӗҫ пике», Есения Черновӑна (Хырхӗрри тӗп шкулӗ) — «Ӑслӑ пике», Екатерина  Петровӑна (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) «Хӳхӗм пике» ятпа чысланӑ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *