Вторник, 14 апреля

Черетлӗ пленумра

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче муниципаллӑ округ администрацийӗн ларусен залӗнче ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата право сыхлавӗн органӗсен ветеранӗсен (пенсионерӗсен) канашӗн черетлӗ пленумӗ иртрӗ. Унӑн тӗп теми — Комсомольски тӗп район больницин ветеранӗсен пуҫламӑш организацийӗ Совет халӑхӗ 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленес енӗпе ӗҫлени.

Кӗрхи ӑмӑр ҫанталӑка пӑхмасӑр пленума муниципаллӑ округри ветерансен канашӗсен членӗсем, председателӗсем тата ытти чӗннӗ хӑнасем 34-ӑн хутшӑнчӗҫ. Пленума округри ветерансен канашӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫрӗ тата ертсе пычӗ.

Чи малтанах мероприятие хутшӑнакансем умӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин тухса калаҫрӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Вӑл паянхи кун ветерансен организацийӗсем ҫамрӑксене патриотла воспитани парассинче, культурӑпа истори йӑлисене, ӑрусен ҫыхӑнӑвне упраса хӑварассинче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗ, ку ӗҫе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене йӗркелесе ирттернӗ чухне тата та вӑйлатмаллине ҫирӗплетрӗ. Ҫав вӑхӑтрах округра пурӑнакансем пурте Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене гуманитари пулӑшӑвӗ парас ӗҫе активлӑн хутшӑнни ҫинчен те каласа хӑварчӗ. Вӑл нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, округӑн обществӑлла пурнӑҫне активлӑн хутшӑннӑшӑн ветерансен пуҫламӑш организацийӗсен председателӗсене Л.В.Васильевана (Комсомольскинчи 41-мӗш аптека), М.Н.Тимофеевӑна (Хирти Мӑнтӑр ялӗ), В.Г.Портнова (Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗ) «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысларӗ.

Пленумра округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экономика пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан М.М.Зайнуллин та тухса калаҫрӗ. Вӑл кӑҫалхи 10 уйӑхра ял хуҫалӑхӗ мӗнле аталанса пынин кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ, ветерансен ыйтӑвӗсем ҫине те хуравларӗ. Районти тӗп больницӑн ветеранӗсен пуҫламӑш организацийӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленес енӗпе тӑвакан ӗҫӗсемпе М.И.Федорова паллаштарчӗ. Вӑл 2014 ҫултанпа больницӑн ветеранӗсен пуҫламӑш организацине ертсе пырать, округри ветерансен канашӗн президиум членӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ врачӗ. Ҫак больницӑра вӑл 1978 ҫултанпа ӗҫлет, унччен поликлиника заведующийӗ те, больницӑн тӗп врачӗ те пулнӑ.

Маргарита Ивановна докладӗнче пленумӑн кун йӗркинчи ыйтӑвне тӗплӗн уҫӑмлатрӗ, экран ҫинче те кӑтартса пычӗ.  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ медицина ӗҫченӗсене сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата биографийӗсемпе район больницин Хисеп кӗнекине кӗртнӗ. Пӗлтӗр Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн нумай ҫул ҫак больницӑра медицина сестринче ӗҫленӗ А.Т.Драндрова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа мероприяти ирттернӗ пулнӑ. Хирти Мӑнтӑр культура ҫуртӗнче вара Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ, фельдшер пункчӗн заведующийӗ А.П.Давыдова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа мероприяти йӗркелесе ирттернӗ. 

Доклада сӳтсе явса округри ветерансен канашӗсен членӗсем, президиумрисем, ҫав шутра округри ветерансен канашӗн председателӗн ҫумӗ, пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ В.И.Пундяков, «Рассвет» ЯХПКри ветерансен пуҫламӑш организацийӗн председателӗ М.А.Краснова, «Искра» колхозӑн ветерансен  пуҫламӑш организацийӗн председателӗ, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, округри ветерансен канашӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев тухса калаҫрӗҫ.

Пленума хутшӑнакансем нумаях пулмасть РФ ШӖМӗн «За заслуги в укреплении правопорядка» медальне тивӗҫнӗ П.В.Лапшина — РФ ШӖМӗн «Комсомольский» уйрӑмӗн ветеранӗсен канашӗн председательне ҫак чыса тивӗҫнӗ ятпа саламларӗҫ.

Пленум район больницин ветеранӗсен пуҫламӑш организацийӗн ӗҫне ырласа йышӑнчӗ, округри пур ветерансен организацине те иртни ҫинчен астӑвӑма, пулас ӑрусем валли ентешсен ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне  упраса хӑварас енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме чӗнсе каларӗ. Раҫҫейри ҫар ҫыннисене мухтаса палӑксем ҫӗкленччӗр, ҫамрӑксен ҫӗнтерӳҫӗсен чӗрӗ сассине илтме, аслашшӗсемпе асламӑшӗсен кӑкӑрӗ ҫинчи медальсемпе орденсен янравне туйма,  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗ кӗтсе илме пур майсем те пулччӑр.

Мероприяти вӗҫӗнче пленума хутшӑнакансем фойере асӑнмалӑх сӑнӳкерттерчӗҫ.

Юрий Тимофеев,

округри ветерансен канашӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *