Вторник, 14 апреля

Хуҫалӑхсем пулӑшу кӳреҫҫӗ

Хуҫалӑхсем пулӑшу кӳреҫҫӗ

Паянхи кун, ҫӗршывсем хушшинчи лӑпкӑ мар лару-тӑрура чи хӑюллисем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме хӑйсен ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине каяҫҫӗ. Вӗсене пур енлӗн пулӑшу кӳресси — пирӗн тивӗҫ.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем контракт ҫырса ятарлӑ ҫар операцине каякан ӗҫченӗсене укҫан пулӑшу пама йышӑннӑ. «Асаново», «Рассвет» ЯХПКсенчен, «Урожай» колхозран, «Слава картофелю» агрофирмӑран виҫшер ҫын ҫакӑн пек тӳлеве тивӗҫнӗ. «Тав», «КМК» ОООсем, «Искра» колхоз, «Восток», «Слава» ЯХПКсем, «Родина» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ икшер контрактнике пулӑшу кӳнӗ. Пӗрер хӳтӗлевҫе укҫан пулӑшу панӑ хуҫалӑхсем те йышлӑ. Вӗсене пурне те айккинче тӑрса юлманшӑн, алӑ пама яланах хатӗр пулнӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр, малашне те ӑнӑҫлӑн ӗҫлесе пыма, пуян тухӑҫ ҫитӗнтерме, пысӑк тупӑш илме сунатпӑр. Ҫав вӑхӑтрах палӑртса хӑварас килет: округра ҫар операцине каякансене ҫакӑн пек пулӑшу пачах та кӳмен хуҫалӑхсем те пур.

Паллах, алла пӑшал тытма кашниех пултараймасть, анчах тылра тӑрӑшса та ҫӗнтерӗве ҫывхартмалли майсем пур. Пирӗн хӳтӗлевҫӗсене, чи хӑюллӑ та паттӑр ентешсене пур хуҫалӑхсем те пулӑшу пама тӑрӑшсан питӗ аван пулӗччӗ.

Аса илтеретпӗр: контракт ҫырса ятарлӑ ҫар операцине каякансене тӳрех 1,5 миллион тенкӗ тӳлеҫҫӗ, ҫав шутра 400 пин тенкӗ — ҫулталӑка е ытларах вӑхӑта контракт ҫырнӑшӑн паракан укҫа, 1 миллион тенкӗ — пӗр хутчен паракан регион шайӗнчи тӳлев, 210 пин тенкӗрен пуҫласа — уйӑхсерен паракан тӳлев (ун шайӗ ҫар званийӗнчен, должноҫран, миҫе ҫул ҫарта пулнинчен килет), ӗҫлекен предприяти паракан тӳлев.

Ремис Шарафутдинов.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *