Анне кунӗ умӗн «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче «Пирӗн пушӑ вӑхӑт» выставка уҫӑлнӑ. Унта амӑшӗпе хӗрӗн — Марина тата Аделина Горбуновӑсен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ.
Марина Геннадьевна Шурут ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрӗпе пӗрле вӗсем ҫутҫанталӑк тата декоративлӑ материалсемпе усӑ курса илемлӗ макетсемпе панносем ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех уяв торчӗсем пӗҫерме юратаҫҫӗ.
Курава уҫса йӗркеленӗ мероприятире ЧР Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Маштанов тата ытти пуҫтарӑннисем алӑ ӑстисене ӑшшӑн саламланӑ, малашне ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума суннӑ.
«Манӑн хавхалану ҫӑлкуҫӗ — вӑл манӑн ҫемье. Ҫемьере юратупа телей хуҫалансан творчествӑри ҫӗнӗ шухӑшсем хӑйсемпе хӑйсем ҫуралаҫҫӗ. Мӑшӑра яланах тӗрев пулнӑшӑн, юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Хӗрӗмпе пӗрле пушӑ вӑхӑтра творчество ӗҫӗпе аппаланни пире вӑй-хӑват кӳрет, ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелет. Выставкӑна йӗркелеме пулӑшнисене пурне те чӗререн тав тӑватӑп», — палӑртнӑ курав авторӗ Марина Горбунова.
Мероприятире ал ӗҫ ӑстисене хавхалантарса нумай ӑшӑ сӑмах янӑранӑ. Шурут территори уйрӑмӗн культура ӗҫченӗсем пуҫтарӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Алена ПОЛЯКОВА.