
СПИДа пӗрремӗш хут 1981 ҫулта Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тупса палӑртнӑ пулсан, паян вӑл пӗтӗм тӗнчипех сарӑлнӑ. Чиртен вилнӗ ҫынсен шучӗ тӗнчере 25 миллионран та иртнӗ. Вирус ертсе пурӑнакансем вара — 40 миллион. Вӗсен пурин те СПИД тапхӑрӗ пуҫланас хӑрушлӑх пур. Раҫҫейре 1,5 миллион ҫын ытла ВИЧ инфекципе чирлӗ, тӗнчипе вара — 84 миллион. Ҫур ҫулта 14865 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. СПИД — иммунитет дефицитне палӑртакан синдром, ҫакӑ организм текех инфекци тата шыҫӑ чирӗсемпе кӗрешме пултарайманни ҫинчен калать. СПИД сӑлтавӗ — ВИЧ, вӑл организмри тӗрлӗ клеткӑна сиен кӳрет, иммун системине хавшатать. ВИЧ лексе СПИДа куҫиччен 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫул таранччен иртме пултарать. СПИД аталанса ҫитиччен ҫын хӑйне лайӑх туять, сывӑ курӑнать, вирус лекни ҫинчен пӗлмесен те пултарать.
Инфекци лекнӗ ҫын ыттисене ҫӑмӑллӑнах чирлеттерме пултарать. ВИЧ юнра, спермӑра тата кӑкӑр сӗтӗнче упранать. Ҫавӑнпа та инфекци ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ, пӗр шприцпа усӑ курсан, кӑкӑр ӗмӗртнӗ чухне амӑшӗнчен ачине куҫма пултарать.
ВИЧ чуп тусан, алӑ тытсан, бассейна е мунчана пӗрле ҫӳресен, апат тата савӑт-сапа урлӑ сывӑ ҫынна ермест. Ҫак инфекцие хурт-кӑпшанкӑ та сараймасть, вӑл сывлӑш урлӑ куҫма та пултараймасть.
Иккӗленӳ туйӑмӗ хӑҫан ҫуралма пултарать-ха: енчен те сирӗн практикӑра сыхланман ар ҫыхӑнӑвӗ пулнӑ пулсан (презервативсӑр), наркотик инъекцийӗ тусан, «таса мар» инструментсемпе ӳт ҫинче пирсинг тутарттарсан е тату ӳкерттерсен.
СПИДран сыхланас тесен ҫакна пӗлмелле: ар ҫыхӑнӑвӗ валли яланах пӗр партнер пулмалла. Наркотиксемпе ашкӑнмалла мар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнмалла.
Хӑвӑр сыхланмасан сире никам та сыхласа хӑвараймӗ. Енчен те сирӗн иккӗленӳ туйӑмӗ ҫуралчӗ пулсан районти тӗп больницӑра инфекционист патӗнче анонимлӑ майпа тӗрӗсленме пултаратӑр.
Надежда МИХАЙЛОВА,
врач-инфекционист.