Асанкассинче пурӑнакан Валентина Васильевнӑпа Николай Ильич Катмаковсем ҫемье чӑмӑртанӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ.
Мӑшӑр нумай ҫул ырми-канми ӗҫлесе тӑван ял тата район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Николай Ильич ҫар службинчен таврӑнсан виҫӗ ҫул Асанкассинчи культура ҫурчӗн директорӗнче вӑй хунӑ, 17 ҫул ытла хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ, унтан сӗт-ҫу фермин хуралҫинче ӗҫленӗ. Валентина Васильевна мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Комсомольскинчи йӑлари пулӑшусен комбиначӗн ҫӗвӗ уйрӑмӗнче тӑрӑшнӑ.
Катмаковсем ывӑлпа хӗре пурнӑҫ парнеленӗ, халӗ 5 мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.
«Ылтӑн» юбилярсене ҫак чаплӑ уявпа Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ячӗпе «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов саламланӑ. Вӑл мӑшӑра саламлӑ открытка, чечексем тата «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медаль парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Карпов та нумай ҫул ҫемье ӑшшине упраса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнакан мӑшӑра саламласа ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, килӗшӳпе лӑпкӑлӑх суннӑ. Елена Маштанова ертсе пыракан «Ҫӑлкуҫ» ансамбль ҫемье уявне юррисемпе илем кӗртнӗ.
«Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ юратура, чӑтӑмлӑхра. Пӗр-пӗриншӗн мӑшӑр ҫеҫ мар, шанчӑклӑ тус пулмалла, пӗр-пӗрне упрамалла, яланах ӗҫлемелле, тунсӑхласа лармалла мар», — теҫҫӗ Катмаковсем. Вӗсене малашне те ҫемье ӑшшипе киленсе нумай ҫул ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнма сунатпӑр.