Ноябрӗн 11—15-мӗшӗсенче «Солнышко» ача-пӑча лагерӗнче 10-мӗш класра ӑс пухакан каччӑсем ҫар службин вӗренӗвӗсенче пулнӑ. Пирӗн округран унта тӗрлӗ шкулсенче ӑс пухакан 42 яш хутшӑннӑ. Алексей Тихоновпа Владимир Гаврилов пулас салтаксен ертӳҫисем пулнӑ.
Каччӑсем строй, вут-ҫулӑм, парашютпа десант, тактика хатӗрленӗвӗ, радиаци, хими тата биологи хӳтӗленӗвӗ енӗпе пӗлӳ илнӗ, интерактивлӑ тирта тата пневматика винтовкинчен тӗл перес, пӗрремӗш пулӑшу парас енӗпе пӗлӗвӗсене тарӑнлатнӑ.
Пирӗн округ ачисем лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Даниил Петров автомата салатса пуҫтарас енӗпе пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Пирӗн ачасенчен тӑракан 1-мӗш тата 5-мӗш взводсем канат туртассинче 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Радиаци, хими тата биологи атакинчен хӳтӗленес енӗпе ирттернӗ первенствӑра вӗсем иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, тӗл перессипе вара пирӗн ачасем — виҫҫӗмӗш вырӑнта.
(ХАМӐР ИНФ.).