Чӑваш Енре пуҫтарнӑ 3 тонна кивӗ батарейкӑсене Ярославль хулине утилизацилеме ӑсатнӑ. Вӗсенчен тӗслӗ тата хура металсене кӑларса илсе ҫӗнӗрен производство циклне ярӗҫ.
Республикӑра ҫак ӗҫ «НИИ экологии» АУ тата «Национальная экологическая компания» ООО алӑ пуснӑ килӗшӳ тӑрӑх пурнӑҫланать. Организаци пуҫтарӑннӑ батарейкӑсене ҫулталӑкра пӗрре Ярославль хулине ӑсатать.
«Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хытӑ каяшсемпе ӗҫлемелли ятарлӑ федераци проекчӗ пурнӑҫа кӗрет. Унӑн тӗллевӗ — каяшсем ҫынсен сывлӑхне тата ҫутҫанталӑка сиенленине чакарасси, вӗсемпе тепӗр хутчен хуҫалӑхра усӑ курма майсем тӑвасси. Кивӗ батарейкӑсене пуҫтарни те шӑпах ҫак тӗллевпе килӗшсе тӑрать.
Пирӗн округра та ӗҫлеме пӑрахнӑ батарейкӑсене йышӑнакан вырӑнсем пур. Сӑмахран, районти культура ҫуртӗнче ҫакна валли ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ.
ЧР экологи министрӗ Эмир Бедертдинов:
«Батарейкӑсене ытти ҫӳп-ҫаппа пӗрле кӑларса пӑрахма юрамасть, вӗсем ҫутҫанталӑка сиенлеҫҫӗ».