Понедельник, 28 апреля

Ҫӑлкуҫ нихҫан та ан типтӗр

Ҫӑлкуҫ нихҫан та ан типтӗр

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче историе кӗрсе юлакан паллӑ кун пулчӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе килӗшӳллӗн 2024 ҫул Экологи культурин тата ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗпе тирпейлӗн усӑ курмалли ҫулталӑк. Ҫавна май ӗнтӗ ноябрӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче таса та сиплӗ ҫӑлкуҫ тапса тӑракан вырӑна тирпей-илем кӳнӗ ятпа уяв иртрӗ.

Чи малтанах ҫак савӑнӑҫлӑ саманта палӑртса Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин сӑмах илчӗ. Ҫавӑн пекех ҫак мероприятие хутшӑнакансем хӑйсен кӑмӑл-туйӑмӗсене, шухӑшӗсене уҫрӗҫ. Тукайри Михаил Архангел ячӗпе хисепленекен чиркӳ настоятелӗ Леонтий атте ҫӑл шывне сӑвапласа кӗлӗ ирттерчӗ.

Ҫак проекта пуҫарса ярса пурнӑҫа кӗртнӗ Сергей Жестянкина,  проекта пурнӑҫлама пулӑшакансене, уйрӑмах ял халӑхне, ҫакӑн пек калас килет: «Пӑхатпӑр та ҫак ҫӑлкуҫ  вырӑнне,  куратпӑр: кунта ӑнлану, туслӑх, ырӑ тӑвас туртӑм, ял культурине, историне аталантарни курӑнать».

Малашне ӗнтӗ пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем тата килсе ҫӳрекен хӑнасем тапса тӑракан таса та сиплӗ ҫӑлкуҫ шывне ҫулталӑкӗпех ӗҫме пултараҫҫӗ.

Светлана КОНДРАТЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *