Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ӗҫҫи вӑхӑтӗнче пӗрремӗш автансемпе пӗрле тӑраҫҫӗ, хӗвел тухнӑ-тухман хире васкаҫҫӗ, хӗвеланӑҫ хӗрелсен ҫеҫ хиртен килелле хускалаҫҫӗ. «Слава картофелю» агрофирмӑра вӑй хуракан Дмитрий Галзановшӑн трактор кӗрлевӗ, тин ҫулнӑ курӑк шӑрши, ӑшӑ ҫилпе хумханакан тырӑ пусси темрен те ҫывӑх. 20 ҫул ытла трактористра ӗҫлекенскер нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗҫнӗ.
Дмитрий Витальевич 2000 ҫулта руль умне ларнӑ, «Комсомольское» агрофирмӑра трактористра вӑй хума пикеннӗ. 2008 ҫултанпа вӑл «Слава картофелю» агрофирмӑра тӑрӑшать.
— Ачаран техникӑпа интересленнипе ҫак ӗҫе суйларӑм. Хирти ӗҫ питӗ йывӑр, анчах та ӑна юратса пурнӑҫласан йывӑрлӑхсем хӑратмаҫҫӗ. Механизатор умне тӗрлӗ чӑрмавсем сиксе тухма пултараҫҫӗ% е техника чӑхӑмлать, е ҫанталӑк вӑхӑтра вӑл е ку ӗҫе тума чӑрмантарать. Ҫапах та ума лартнӑ тӗллевсене яланах пурнӑҫлатпӑр, — каласа парать Дмитрий Витальевич.
Д. Галзанов ял хуҫалӑх техникине алӑри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек пӗлет. Пуян опытлӑскер тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе, комбайнсемпе ӗҫлесе курнӑ. Кашни ҫулах вӑл ҫӗрулми лартнӑ-кӑларнӑ, тырӑ вырнӑ ҫӗрте ырми-канми тӑрӑшать. Удобрени сапасси, ҫӗрулми йӑранӗсене шӑйӑрасси те уншӑн хӑнӑхнӑ ӗҫсем.
Агрофирмӑра Дмитрий Витальевича ӗҫченлӗхӗшӗн, тӑрӑшулӑхӗшӗн, пур ӗҫе те типтерлӗн, яваплӑха туйса пурнӑҫланӑшӑн хисеплеҫҫӗ. Вӑл пӗрле ӗҫлекенсене те яланах пулӑшма хатӗр.
Пысӑк ӗҫ кӑтартӑвӗсене кура тӑрӑшуллӑ механизатора ЧР ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе, Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» партин Тав ҫырӑвӗпе, ЧР Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе тата ытти наградӑсемпе чысланӑ. Вӑл час-часах округри механизаторсен ӑмӑртӑвӗнче мала тухса парнесене тивӗҫет. «Слава картофелю» агрофирма ҫулсерен республикӑри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсем йышне кӗнинче те Дмитрий Галзановӑн тӳпи пурах.
Наталья Калашникова.