Ял хӗрарӑмӗ… Кам-ха вӑл? Нихӑҫан ывӑнма пӗлмен, ӗҫчен те сӑпайлӑ, пур ҫӗре те ӗлкӗрекен кил вучахӗн управҫи, чылай чухне нумай ача амӑшӗ. Вӑл ирпе ирех тӑрса хуҫалӑхри ӗҫсене тӑвать, ачисене шкула пуҫтарать, хӑй те ӗҫе чупать. Паянхи ял хӗрарӑмӗсем пӗрре те вырӑнта лармаҫҫӗ, професси енӗпе пӗлӗвӗсене тарӑнлатаҫҫӗ, ҫӗнӗ сферӑсене парӑнтараҫҫӗ, ертӳҫӗ пулса та ӗҫлеҫҫӗ. Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗнче ял хӗрарӑмӗсене халалласа республикӑри муниципалитетсенче «Хӗрарӑм — ял управҫи» фестиваль иртнӗ. Нумаях пулмасть Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра та чи хастар та пултаруллӑ хӗрарӑмсем уява пуҫтарӑннӑ.
Таврари ялсенчен килнӗ маттур та илемлӗ, тӗрлӗ сферӑра ҫитӗнӳсем тӑвакан, аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утакан хӗрарӑмсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламланӑ, пирӗн округри хӗрарӑмсем ӗҫре профессионал, талантлӑ та пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ, ырлӑх-сывлӑх сунса малашне те пур ӗҫре те ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Администрацин ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Минзаит Зайнуллин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене валли патшалӑх программисем тата тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пурри ҫинчен аса илтернӗ.
Ялта пурӑнса тӗрлӗ профессире ӑнӑҫлӑн ӗҫлесе пыракансем хушшинче кам кӑна ҫук-ши? Тукай Мишер ялӗнчи Гульнара Зарипова, сӑмахран, — пуян опытлӑ педагог, ал ӗҫ ӑсти, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын. Хирти Выҫли ялӗнче пурӑнакан Минадора Гаврилова нумай ҫул культура тытӑмӗнче вӑй хунӑ, талантлӑ организатор, ӑста купӑсҫӑ. Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Ираида Алексеева — шкулти библиотекарь, ҫав вӑхӑтрах вӑл килте тӗрлӗ сортлӑ сыр пӗҫерме вӑхӑт тупать. Урмаелӗнчи Ильназ Шарафутдинова тутлӑ шӑршӑллӑ, илемлӗ супӑньсем хатӗрлет. Кӗҫӗн Каҫалти Елена Марина хӑйӗн тӗп тивӗҫне медицинӑра тупнӑ, вӑл — ялти фельдшер, чи малтан пулӑшу пама ҫитекен шурӑ халатлӑ пирӗшти. Предприниматель те, сутуҫӑ та, фермер та, сӑвӑҫ та… Ял хӗрарӑмӗсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа та пӗтереймӗн!
Кашни хӗрарӑм — вӑл ялта-и е хулара пурӑнать — илемлӗ пулма тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та мероприятие пуҫтарӑннисем «Ялти подиум» мода куравӗпе кӑсӑклансах паллашнӑ. Унта паянхи модӑпа килӗшсе тӑракан кӗпесене, костюмсене курса хакланӑ. Малалла «илемлӗх салонӗнче» сӑн-пите илем кӗртме вӗреннӗ. «Мери Кэй» компани специалисчӗ хӗрарӑмсене илем вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ, профессионалсем усӑ куракан мелсем ҫинчен каласа панӑ.
«Радуга» ача садне ҫӳрекенсем, Елена Маштанова, Ираида Карпова, Елена Александрова, Галина Симакова пуҫтарӑннисене юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Юлашкинчен ЧР Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова фестивале хутшӑнакансене Тав хучӗсемпе чысланӑ, чечексем парнеленӗ.
Фестиваль питӗ кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртнӗ, ялсем аталанса пынинче хӗрарӑмсен тӳпи чӑннипех те пысӑккине кӑтартса панӑ. Пӗр-пӗрин опычӗпе курса паллашни вара малашнехи утӑмсем валли хавхалану ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрӗ.
Наталья Калашникова.