Ҫур ӗмӗр — малалла пӑхсан вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрӑм пек туйӑнать, каялла пӑхсан вара вӑл сисӗнмесӗрех иртни палӑрать. «Тин ҫеҫ ҫемье чӑмӑртанӑччӗ, 50 ҫул пӗр самант пек иртрӗ», — теҫҫӗ Комсомольскинче пурӑнакан Митюковсем. Галина Петровнӑпа Анатолий Васильевич алла-аллӑн тытӑнса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурнӑҫ сукмакне такӑрлатаҫҫӗ, ҫемье ӑшшине упраса, пӗр-пӗрне хакласа, хисеплесе малалла утаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин тата вырӑнти культура ӗҫченӗсем Митюковсене ылтӑн туйпа саламлама пуҫтарӑннӑ. «Эсир — пысӑк юратӑвӑн, шанчӑклӑхӑн тӗслӗхӗ. Ҫур ӗмӗр каялла мӑшӑрланса ӗҫ кунӗсенче те, уявсенче те, савӑнӑҫра та, хурлӑхра та эсир яланах пӗрле. Халӗ те, унчченхи пекех, пӗр-пӗрин ҫине ӑшшӑн пӑхатӑр. Ырлӑх-сывлӑх сире, тата нумай ҫул телейлӗн пурӑнӑр», — тенӗ саламласа Альберт Германович, унтан юбилярсене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ.
Пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланни, яланах пулӑшу пама хатӗр пулни ӗҫре те хавхалантарса пынине палӑртаҫҫӗ Митюковсем. Анатолий Васильевич нумай ҫул «Сельхозтехника» организацире электрикре, инженер-энергетикра тата тӗп энергетикра вӑй хунӑ. Галина Петровна пурнӑҫне суту-илӳ тытӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ, 35 ҫул ытла Комсомольски райпоне кӗрекен магазинсенче: дежурнӑй магазинта, «Гастрономра», «Торговый дом» ОООра ӗҫленӗ. Иккӗшне те вӗсене ӗҫри ҫитӗ- нӳсемшӗн тӗрлӗрен наградӑсемпе чысланӑ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята та панӑ.
Мӑшӑра тата та ҫывӑхлатаканни, ҫемьене ҫирӗплетекенни — пепке ҫут тӗнчене килни. Митюковсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑла пурнӑҫ парнеленӗ, мӗн пӗчӗкрен ҫамрӑкпа ҫамрӑкла, ватӑпа ватӑлла пулма, ҫынна хисеплеме вӗрентсе ӳстернӗ, ырӑ ӗҫсемпе ят-сум ҫӗнсе илме пехилленӗ. Шел пулин те, ывӑлӗ ачаллах сарӑмсӑр вилнӗ. Хӗрӗсем халӗ ҫунатланса ӑшӑ йӑваран вӗҫсе тухнӑ ӗнтӗ, хӑйсем те ҫемьеленнӗ, ашшӗ-амӑшӗ каланине асра тытса тӗпренчӗкӗсене те мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратма, ырӑпа усала уйӑрма вӗрентеҫҫӗ. Ольга Шупашкарта тӗпленнӗ, «Президент перинатал центрӗнче» кадрсен пайӗн начальникӗнче вӑй хурать, Наталия Итали ҫӗршывӗнче хӑйӗн телейне тупнӑ. Митюковсен 4 мӑнукӗ хаваспах кукашшӗпе кукамӑшӗ патне килсе ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.
Халӗ мӑшӑр тивӗҫлӗ канура. Апла пулин те ӗҫчен алӑ ӗҫ тупатех. Килти хуҫалӑхра Митюковсен яланах ӗҫ пур: выльӑх-чӗрлӗхӗ, чӑххи-чӗппи картиш тулли, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫитӗнет.
Паллах, пурнӑҫ урапи пӗр такӑнмасӑр кусмасть, ҫемье пурнӑҫӗнче те тӗрлӗ йывӑрлӑхсем витӗр тухма тивет. Ҫапах та ҫемьере юратупа килӗшӳ хуҫалансан, мӑшӑр яланах пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшсан пур чӑрмава та парӑнтарма пулать. «Ылтӑн» юбилярсен телейлӗ сӑнӗсем шӑпах ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ те.