Районти культура ҫуртӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунне халалласа ирттернӗ мероприятире Урмаелӗнчи «Лейсан» ача сачӗн агролабораторине ҫӳрекенсен стенчӗ уйрӑмах хӑй патне туртрӗ. Ачасем хӑйсем ҫитӗнтернӗ ӳсентӑрансене, пахча ҫимӗҫрен ӑсталанӑ кӗлеткесене илсе пынӑ, ача сачӗн ӗҫченӗсем агролаборатори ӗҫӗн опычӗпе паллаштарчӗҫ. Мӗн-ха вӑл агролаборатори? Мӗнпе илӗртет вӑл пӗчӗккисене? Ҫак ыйтусене хуравлас тесе ача садне ҫитрӗмӗр.
«Хальхи вӑхӑтра ачасене мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ енлӗн аталантарма тӑрӑшатпӑр. Агролаборатори — ачасене тӗпчев ӗҫне явӑҫтармалли, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ пӗлӗвӗсене тарӑнлатмалли питӗ лайӑх мел. Шӑпӑрлансем ӳсентӑрансене хӑйсемех акаҫҫӗ, вӗсем мӗнле ӳснине сӑнаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ, тӗрлӗ опытсем тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, ял хуҫалӑх профессийӗсем ҫинчен пӗлеҫҫӗ, ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашаҫҫӗ», — пӗлтерет ача сачӗн заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ильгамия Мухаматшина.
Пӗлтӗрхи март уйӑхӗнче «Лейсан» ача сачӗ ҫумне ял хуҫалӑхӗнчи профориентаци ӗҫне явӑҫтарас тӗллевпе аграри-куратор — Р.А. Хайртдиновӑн хресчен-фермер хуҫалӑхне ҫирӗплетнӗ. Хуҫалӑх ӗҫченӗсем ачасемпе уйсем тӑрӑх экскурсисем ирттернӗ, лаша фермине тӗлпулӑва чӗннӗ тата ытти ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Кӑҫалхи январь уйӑхӗнче вара садикре агролаборатори уҫнӑ. Муниципаллӑ округ администрацийӗ тата аграри-куратор ӑна валли кирлӗ хатӗрсем туяннӑ, ҫав шутра: калча ҫитӗнтермелли минитеплицӑсем, стеллажсем, вӗренӳпе методика комплексӗ, микроскопсем, пробиркӑсем, колбӑсем, ӗҫ тумӗ тата ытти те. Унтанпа агролабораторинче кашни кун ӗҫ вӗрет. Ачасем воспитательсемпе пӗрле ӳсентӑрансем мӗнле ӳснине сӑнаҫҫӗ, опытсем ирттереҫҫӗ, микроскоппа тата лупӑпа усӑ курса ӳсентӑрансенче мӗнле улшӑнусем пулса иртнине тӗпчеҫҫӗ. «Тӗпчев пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе эпир тӗрлӗ проектсем пурнӑҫа кӗртетпӗр. Сӑмахран, пӗринче вӑрӑсен шӑтаслӑхне тӗпчерӗмӗр, вӑрӑсене танлаштарса вӗсене калчалантарма мӗнле условисем кирлине палӑртрӑмӑр. Ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе округри тата республикӑри конкурссене хутшӑнтӑмӑр», — каласа парать Ильгамия Харисовна.
Нумаях пулмасть вара ачасем пахча ҫимӗҫсен хӑйнеевӗрлӗхне тӗрӗсленӗ, хӗрлӗ чӗкӗнтӗрӗн, кишӗрӗн тата помидорӑн сӗткенӗсем сӑрлама пултарнине тӗпчесе пӗлнӗ, килтех сӑрлакан шӗвек хатӗрлесе ӳкерме пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫавӑн пекех воспитательсем пахча ҫимӗҫпе косметика тӑвас ӗҫре усӑ курма пултарни ҫинчен те каласа панӑ.
Агролабораторинче ӗҫлесси ачасемшӗн питӗ усӑллӑ та интереслӗ пулни куҫкӗрет. Унта ҫӳрекенсем мӗн пӗчӗкрен ял хуҫалӑх ӗҫӗпе, тӗрлӗ культурӑсем мӗнле ӳснипе паллашаҫҫӗ, тӑван тавралӑха упрама, ҫын ӗҫне хаклама вӗренеҫҫӗ. Ачаллах тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме вӗренни вара малашне те вӗсене нумай ҫӗнни пӗлме, тавракурӑмне куллен анлӑлатма пулӑшӗ. Тен, халӗ агролабораторие ҫӳрекенсем пуласлӑхра чаплӑ агрономсем те пулӗҫ.
Наталья Калашникова.

