Суббота, 15 февраля

Киберспорт ҫемьесемшӗн те интереслӗ

Ноябрӗн 9-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче ҫемьесен киберспорт фестивалӗ «Киберфест — 2024» иртнӗ. Унта Комсомольски территори уйрӑмӗнче пурӑнакан 30 ҫемье команди хутшӑннӑ.

Фестивале шкул директорӗ И.А.Соловьева тата Раҫҫей киберспорт федерацийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи В.В.Яндуткин уҫнӑ. «Эпир ачасем хушшинче компьютер спорчӗ ытларах та ытларах сарӑлса пынине куратпӑр. Ҫакӑ ҫӗнӗ технологисене хӑвӑрт алла илме, пӗлӗве тарӑнлатма пулӑшать. Паян ӑмӑрту валли «Ӳсӗм вырӑнӗ» центра суйланӑ. Вӑл вӗренекенсемшӗн паянхи технологисемпе усӑ курса хушма вӗренӳ илмелли чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать», — палӑртнӑ Ирина Алексеевна.

Виктор Яндуткин саламлӑ сӑмах каласа шкулсен киберспорт лигин призерӗсене тата ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Фестиваль икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта ҫемье командисем интернетри хӑрушсӑрлӑх ҫинчен калаҫнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта командӑсем тетрис вӑййинче, хӑвӑрт шахмӑтла выляса тата интернетра кирлӗ информаци шырас енӗпе ӑмӑртнӑ.

Тупӑшу интереслӗ те хӗрӳ иртнӗ. Волковсен ҫемйи ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *