
Ҫемьере йыш хушӑнни — савӑнтаракан пулӑм. Округри ЗАГС уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрь уйӑхӗнче муниципалитетра пурӗ 8 ача ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ. Вилекенсен шучӗ, шел пулин те, пысӑк — 40 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 5 мӑшӑр пӗр-пӗрне ӗмӗр-ӗмӗр юратма тупа туса ҫемье чӑмӑртанӑ. Ҫак уйӑхра уйрӑлакансем те пулнӑ — 4 ҫемье арканнӑ.