
Ҫак кунсенче редакцие шӑнкӑравласа ҫакӑн пек ыйту пачӗҫ: «Пирӗн ялта пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджет программине хутшӑнса урама чул сарас тесе йышӑнчӗҫ. Ҫакна валли халӑхран укҫа-тенкӗ пуҫтарчӗҫ. Кӑштахран вара тата ытларах укҫа кирли ҫинчен каларӗҫ. Малтан пуҫтарни мӗншӗн ҫителӗк-сӗр; Пуҫаруллӑ бюджет мӗнле программа вӑл; Тӗплӗнрех ӑнлантарса парӑр-ха». Ҫак ыйтӑва Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникне Юрий Митюкова уҫӑмлатма ыйтрӑмӑр.
— Пуҫаруллӑ бюджет халӑха вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫне хутшӑнса тӗрлӗ проектсене пӗрле пурнӑҫа кӗртме май парать. Ҫак программӑпа вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫлас тесен чи малтанах ял халӑхӗпе пӗрле пуҫтарӑнса вырӑнти ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшакан шухӑшсене пӑхса тухаҫҫӗ, сасӑлав ирттерсе чи пӗлтерӗшлӗ пуҫарӑва суйласа илеҫҫӗ. Ун тӑрӑх муниципаллӑ влаҫ представителӗсем пулӑшнипе пуҫаруллӑ ушкӑн проект хатӗрлет, ӑна влаҫ органӗсене ярса парать.
Унччен кашни проекта тенӗ пекех ҫул панӑ пулсан, кӑҫалтан ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Халӗ муниципалитетсен проектсене конкурс валли «Чувашия онлайн» платформӑна вырнаҫтармалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ сасӑлав иртет. Кашни заявкӑна 2—3 объект тӑратса вӗсенчен чи пӗлтерӗшлине сасӑлав урлӑ палӑртаҫҫӗ. Енчен те проекта пурнӑҫа кӗртме сахал укҫа пуҫтарнӑ, уншӑн сахалӑн сасӑланӑ пулсан, эппин, ку проектӑн конкурсра ҫӗнтерес шанчӑк сахал. Халӑхран нумайрах укҫа пуҫтарнӑ пулсан проекта конкурсра нумайрах балпа хаклаҫҫӗ. Ҫапла унӑн ҫӗнтерес шанчӑк та ӳсет.
Чӑваш Енре пуҫаруллӑ бюджет программипе питӗ анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Енчен те 2017 ҫулта вӑл пулӑшнипе регионта 100-е яхӑн проект пурнӑҫа кӗртнӗ пулсан, кӑҫал — 1,5 пине яхӑн. Ҫак программӑпа мӗнле ӗҫ пурнӑҫламаллине ҫынсем хӑйсем татса параҫҫӗ, укҫан пӗр пайне те хӑйсем пуҫтараҫҫӗ.