Тинех уйра ӗҫсем вӗҫленчӗҫ,
Ӗҫне кура сан уяву,
Эс савӑн та паян, мухтан та,
Эс — ҫӗр ӑсти,
Эс — ҫӗр хуҫи!
Ҫак кунсенче округра Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Районти культура ҫуртӗнче кӑҫал туса ирттернӗ ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе ҫитес ҫул валли плансене палӑртнӑ, чи хастар ӗҫченсене чысланӑ.
Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Художествӑлла пултарулӑх коллективӗсем хӑнасене урамранах юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Фо- йере вӗсем райпо, «Кооператор» ООО, «Слава картофелю» ООО, районти хурт-хӑмӑр ӑстисен обществи тата ытти пултаруллӑ ӗҫченсем хатӗр-ленӗ куравпа паллашнӑ. Ҫавӑн пекех Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садӗнчи агролаборатори, округри шкулсенче пӗлӳ илекенсем робототехника енӗпе ӑсталанӑ ӗҫсене, Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулне ҫӳрекенсен картинисене курса хакланӑ.
Хӑнасем мероприятие пуҫласа агропромышленноҫ ӗҫченӗсене уявпа ӑшшӑн саламланӑ, Комсомольски округӗ ял хуҫалӑхӗ енӗпе яланах ӑнӑҫлӑн ӗҫлесе пыни, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртсе пахалӑхлӑ продукци туса илни ҫинчен каланӑ, малашне те самана таппипе ӗлкӗрсе пырса пуян тухӑҫ илме, пысӑк тупӑшпа ӗҫлесе пыма суннӑ.
Тухӑҫ савӑнмалӑх пур
Округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑхӗ, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Фарад Зейнетдинов кӑҫал округра ял хуҫалӑх ӗҫӗсем мӗнле пурнӑҫланнипе тӗплӗн паллаштарнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал хуҫалӑхсем пурӗ 34238 тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пуҫтарса кӗртнӗ, вӗсен тухӑҫӗ кашни гектартан вӑтамран 27,7 центнерпа танлашнӑ. «Слава картофелю» агрофирма, «Асаново» ЯХПК, «Родина» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ, «Рассвет» ЯХПК, Атласкинӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ чи пысӑк тухӑҫ — 31 центнертан пуҫласа 44 центнер таран — илнӗ.
Чӑваш Енри чи анлӑ сарӑлнӑ отрасльсенчен пӗри — ҫӗрулми туса илесси. Округри хуҫалӑхсем регионти пулӑшу мерисемпе усӑ курса ку отрасльти технологисемпе оборудованисене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫитӗнтерес енӗпе кӑҫал чи ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ хуҫалӑхсем% «Комсомольские овощи» агрофирма — вӑтам тухӑҫ гектартан 385 центнер* «Слава картофелю» агрофирма — 341 центнер. Пӗтӗмӗшле округӗпе илес пулсан вӑтам тухӑҫ гектартан 295 центнерпа танлашнӑ.
Пахча ҫимӗҫ туса илес енӗпе те «Комсомольские овощи» агрофирма чи пултарулли пулнӑ. Кунти вӑтам тухӑҫ 703 центнерпа танлашнӑ. Пӗтӗмӗшле округӗпе вара кашни гектартан 468 центнер пахча ҫимӗҫ пуҫтарса кӗртнӗ (2023 ҫулхи кӑтарту — 382 центнер).
Округра аталанса пыракан отрасльсенчен пӗри — ҫӗр ҫырли ҫитӗнтересси. Ку ӗҫ «Перспектива» грант пулӑшнипе пурнӑҫланать. Кӑҫал округра пурӗ 3,6 гектар ҫинче 76 тонна ҫырла ҫитӗнтернӗ, вӑтам тухӑҫ 211 центнерпа танлашнӑ.
Выльӑх усраҫҫӗ — тупӑшлӑ пулаҫҫӗ
Ял хуҫалӑх тытӑмӗн-че ҫӗр ӗҫӗ ҫеҫ мар, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси те пысӑк вырӑн йышӑнать. Фарад Феридович докладӗнче ку отрасльти кӑтартусемпе те тӗплӗн паллаштарнӑ. Октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне округра пурӗ 13773 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ, вӗсенчен 7177 пуҫне ял хуҫалӑх организацийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче шута илнӗ. Сӑвӑнакан ӗнесем пурӗ — 5186 пуҫ. Хуҫалӑхсен пур категорийӗнче 9 уйӑх- ра 21205 тонна, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче 11711 тонна сӗт суса илнӗ. Ял хуҫалӑх организацийӗсенче сӑ-вӑм кашни ӗне пуҫне 5003 килогрампа танлашнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан сӗт суса илесси «Рассвет», «Восток» ЯХПКсенче тата «Искра» колхозра палӑрмаллах ӳснӗ.
Сӗт суса илесси ҫине, паллах, ӗнесене мӗнле апатлантарни пысӑк витӗм кӳрет. Выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ те пахалӑхлӑ пулсан ӗнесем те сӗт лайӑх антараҫҫӗ. Кӑҫал хуҫалӑхсем 12450 тонна утӑ, 25388 тонна сенаж тата 18550 тонна силос хатӗрленӗ. Кашни выльӑх пуҫне 27,7 центнер апат пур.
Округри пур хуҫалӑхсенче 1569 тонна, ял хуҫалӑх организацийӗсенче 725 тонна аш-какай туса илнӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн аталанӑвӗ валли пахалӑхлӑ апат хатӗрлени, инвестицисем хутшӑнтарни, пурлӑхпа техника базине ҫӗнетсе пыни, ӑратлӑ выльӑхсем туянни пӗлтерӗшлӗ. Ку енӗпе округри выльӑх усракансем пикенсех ӗҫлеҫҫӗ.
Патшалӑх тӗрев кӳрет
Ял хуҫалӑхӗн аталанӑвӗ ҫине патшалӑх пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшни пысӑк витӗм кӳрет. Кӑҫалхи 9 уйӑхра ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансене федераци тата республика бюджечӗсенчен пурӗ 120 миллион тенкӗлӗх пулӑшу кӳнӗ. Ҫак укҫапа усӑ курса хуҫалӑхсем ял хуҫалӑх техники, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрсем, выльӑх туянаҫҫӗ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кӑҫал грант укҫи-тенкипе усӑ курса округра «Ак Тай» кооперативӑн сивӗтнӗ аш-какай тата субпродуктсем туса илмелли пурлӑхпа техника базине аталантарнӑ, «Триумф-Агро» кооперативӑн аш-какайпа ӗҫлемелли цехне уҫнӑ. Ҫавӑн пекех «Агростартап» тата «Ҫемье фермине аталантарасси» грантсемпе усӑ курни фермерсене ӗҫ пуҫлама май панӑ. Конкурс витӗр тухса пирӗн округри 6 фермер ҫак гранта тивӗҫнӗ. Вӗсем выльӑх ӗрчетес тата агротуризм енӗпе ӗҫлӗҫ.
Фарад Феридович ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн тав тунӑ, малашне малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртсе тата та нумайрах ҫитӗнӳсем тума суннӑ.
Ӗҫ ҫынни яланах хисепре
Мероприятире ял хуҫалӑх тытӑмӗнче кӑҫал чи лайӑх кӑтартусем тунӑ организацисене тата уйрӑм ӗҫченсене чысланӑ. «Слава картофелю» агрофирма производствӑри пысӑк кӑтартусемшӗн РФ Ял хуҫалӑх министерствин кӗмӗл медальне тивӗҫнӗ. Раҫҫей Ял хуҫалӑх банкӗн хӑрушсӑрлӑх службин аслӑ специалистне Герман Ильина нумай ҫул республикӑн агропромышленноҫ комплексӗнче вӑй хунӑшӑн ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Округ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсене: Решид Айнетдинова, Григорий Атласкина, Сергей Белкова, Михаил Буслаева, Светлана Власовӑна, Галина Ивановӑна, Минзекрем Минатуллина, Мария Ильязовӑна, Петр Киргизова, Александр Копташкина, Владимир Мунтайкина, Ольга Челаковӑна, Минзефер Якупова «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медаль панӑ.
Нумай ҫул ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене: Сергей Андреева («Луч» ЯХПК тракторисчӗ), Владимир Герасимова («Луч» ЯХПК тракторисчӗ), Анатолий Егорова («Луч» ЯХПК тракторисчӗ), Сергей Кадыкова («Луч» ЯХПК водителӗ), Нурия Клдровӑна («Хлебозавод» ООО пекарӗ), Александр Константинова (Мансуровӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн механизаторӗ), Галина Крыловӑна («Хлебозавод» ООО экспедиторӗ), Зельфат Салеева («Слава картофелю» агрофирма механикӗ), Светлана Степановӑна («Кооператор» ООО тӗп менеджерӗ), Василий Хурасева («Рассвет» ЯХПК машинисчӗ) муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ хуҫалӑхсенче нумай ҫул ӗҫлекенсем администраци пуҫлӑхӗн Тав хутне тивӗҫнӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов пурне те уяв ячӗпе саламласа «Слава» ЯХПК трактористне Валерий Тимофеева, «Восток» ЯХПК ӗҫченне Олег Малышева тата «Родина» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн тӗп бухгалтерне Ольга Челаковӑна «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗн Леонид Черкесовӑн Тав ҫырӑвне панӑ.
Уявра тӗш-тырӑ тата пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерес, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ хуҫалӑхсене те чысланӑ. «Ял хуҫалӑх ӗҫне чи ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пынӑшӑн» номинацире «Слава картофелю» агрофирма мала тухнӑ. «Рассвет» ЯХПК — 2-мӗш вырӑна, «Асаново» ЯХПК виҫҫӗмӗшне тивӗҫнӗ. «Ӳсен-тӑран ҫитӗнтерессинчи чи пысӑк кӑтартусем» номинацире те «Слава картофелю» агрофирма, «Рассвет», «Асаново» ЯХПКсем чи маттуррисем пулнӑ. «Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинчи чи лайӑх кӑтартусемшӗн» «Рассвет», «Асаново» ЯХПКсене тата «Урожай» колхоза чысланӑ. Хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенчен чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраканнисен йышне Николай Самаринӑн тата Григорий Атласкинӑн хуҫалӑхӗсем кӗнӗ.
Мероприятире чи пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ механизаторсене, водительсене, ӗне сӑвакансене, выльӑх пӑхакансене тата хурт-хӑмӑр ӗрчетекенсене те чысланӑ, парнесем панӑ.
Округри культура учрежденийӗсен солисчӗсемпе пултарулӑх коллективӗсем юрри-ташшисемпе уява илем кӗртнӗ, пуҫтарӑннисене савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Наталья Калашникова.