Пирӗн округра «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн куҫса ҫӳрекен ФАП ӗҫлет. Вӑл ялсенче пурӑнакансене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парас тӗллевлӗ.
Кӗрхи йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче тата хӗлле кашни ҫулах инфекци чирӗсемпе чирлекенсем нумайланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа кӑҫал та ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ку енӗпе лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать, чирлекенсем йышлӑлансан хушма мерӑсем йышӑнать.
Иртнӗ эрнере республикипе пурӗ чир ертнӗ 3585 ҫынна шута илнӗ. Чирлекенсен шучӗ 100 пин ҫын ҫине 307,2-пе танлашать. Ку кӑтарту уйӑхри вӑтам шайран 21 процент сахалрах. ОРВИ ертнисенчен 52 проценчӗ — ачасем. Гриппа чирленӗ тӗслӗхсем пулман. Чир сезонӗ пулнине кура медицина организацийӗсенче маска режимӗ тата карантин вӑя кӗртнӗ.
Министерствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, коронавируспа чирлекенсен шучӗ маларахри эрнепе танлаштарсан 21,7 процент чакнӑ. Ҫакӑн пек 78 тӗслӗх регистрациленӗ, ҫав шутра хальлӗхе уйрӑмах йывӑррӑн чирлекенсем ҫук.
Чи лайӑх профилактика мелӗ, пӗлетпӗр ӗнтӗ, — прививка туни. Республикӑра пурӑнакансен 40,4 процентне грипран, 52,5 процентне коронавирус инфекцийӗнчен вакцинациленӗ. Прививка тума халӗ те ӗлкӗретӗр, медицина учрежденийӗ- сенче вакцинӑсем ҫителӗклӗ.