Суббота, 26 апреля

Сыхӑ пулни инкекрен упрать

Ҫулсерен ҫанталӑк сивӗтсен йӑлари электроприборсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ пушарсен шучӗ  ӳсет. Кӑҫалхи октябрӗн 31-мӗшӗ тӗлне Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗн яваплӑхне кӗрекен территорире 21 хутчен пушар тухнине регистрациленӗ (пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта — 28), пушарта 1 ҫын вилнӗ. Статистика тӑрӑх, чылай чухне ҫын пурӑнакан сектора кӗрекен объектсенче вут-ҫулӑм алхасать.

Ӑшӑтмалли приборсемпе ӗҫленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх ҫинчен яланах асра тытмалла. Ҫак ансат правилӑсене пӑхӑнни хӑвӑра тата ҫемьене инкекрен сыхлама пулӑшӗ:

— электропралуксен, розеткӑсен, щитоксен тата штепсельлӗ вилкӑсен юсавлӑхне тӗрӗслесех тӑмалла;

— хӑвӑр тӗллӗн ӑсталанӑ е сиенленнӗ ӑшӑтмалли хатӗрсемпе усӑ курмалла мар;

— тӳрех пысӑк хӑватлӑ темиҫе электроприбор ҫутса электросете ытлашши тиемелле мар;

— штекер розеткӑна лайӑх вырнаҫнине тӗрӗслемелле, унсӑрӑн ӑшӑтмалли хатӗр ытлашши хӗрсе кайса пушар кӑларма пултарать;

— электричествӑпа ӑшӑтакан хатӗрсене тата телефонсен заряд илмелли хатӗрӗсене ҫӗрӗпе сетьре хӑвармалла мар;

— ачасене ҫакӑн пек хатӗр- семпе ан выляттарӑр;

— ӑшӑтмалли хатӗре тусанран тасатсах тӑрӑр, тусан та пушар кӑларма пултарать;

— ӑшӑтмалли хатӗрӗн сеть пралукӗсене кавирсем айне ан хурӑр;

— электропралуксем ҫине йывӑр япаласем (сӑмахран, сӗ-телпукан) ан лартӑр, унсӑрӑн электроприбор хӗрсе кайса пушар кӑларма пултарать.

Сыхӑ пулни сирӗн тата ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫне, пурлӑха упраса хӑварма пулӑшни ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр. Вут-ҫулӑм тухас пулсан 01, 101 е 112 телефонсемпе шӑнкӑравласа пушар сӳнтерекенсене чӗнӗр.

Иван Ананьев,

Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *