1941 ҫулхи кӗркунне хӗрарӑмсемпе ачасем, ватӑсем хӳтӗлев чикки тӑвас йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫакӑ тӑшман ҫӗршыва шалтан шала кӗрсе пырасран сыхланма кирлӗ пулнӑ. 380 ҫухрӑма тӑсӑлакан чикке халӑх 3 уйӑх чавнӑ. Ҫавӑнтах окопсем, блиндажсем, танксен ҫулне пӳлекен канавсем туса пынӑ. Ҫав ҫул хӗл уйрӑмах сивӗ пулнӑ, шӑн ҫӗре чавакансене самай нушалантарнӑ.
Ентешсен ӗҫ паттӑрлӑхне асра тытса кӑҫал та Шупашкарта ятарлӑ мероприяти ирттернӗ. Унта пирӗн муниципаллӑ округ делегацийӗ те хутшӑннӑ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пынӑ. Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем мероприятие активлӑн хутшӑннӑ.
Ҫак кунах округ делегацийӗ Куславкка округӗнчи Аслӑ Куснар ялӗ ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал патне те ҫитнӗ, чечексем хунӑ.