Ноябрӗн 16-мӗшӗнче пирӗн мухтавлӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫеҫпӗл Мишши — чӑваш литературишӗн хаклӑран та хаклӑ ят. Ӑна пирӗн халӑхра «кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫ» теҫҫӗ, унӑн сӑввисене чӑвашсем кӑна мар, Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи халӑхсем те пӗлеҫҫӗ, хӑйсен чӗлхипе юратса вулаҫҫӗ.
Октябрӗн 29-мӗшӗнче Комсомольски тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсене Канаш муниципалитет округӗн Ҫеҫпӗл музейӗнче хапӑл турӗҫ. Музей ертӳҫи — Алина Николаевна Волкова — учительсене питӗ кӑмӑллӑ та тарават кӗтсе илчӗ. Поэтӑн пурнӑҫӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене вӗрентекенсем илемлӗ вуларӗҫ, унӑн пултарулӑхне сӳтсе яврӗҫ, кӑвар чӗреллӗ поэта асӑнса музей ҫывӑхӗнчи паркра вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ, поэт ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче те пулчӗҫ.
«Ҫеҫпӗл музейӗнче ӗҫлени — маншӑн пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ», — тет музей ертӳҫи Алина Николаевна. Аслӑ поэтӑмӑра халӑх сума суни савӑнтарать.
Поэтӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ ҫав тери кӗске пулнӑ пулсан та вӑл литература каҫалӑкӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӑл пирӗн асран нихҫан та каймӗ. Ҫеҫпӗл — пирӗн чӗрере.
Галина Тимофеева,
Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен
методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.