Хамӑр пурӑнакан вырӑна тирпейлесе, тасатса тӑрасси — пирӗн тивӗҫ. Округра ҫулсерен ҫак ӗҫе йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ, ялсенче час-часах субботниксем йӗркелеҫҫӗ, вӗсене ачасене те явӑҫтараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть муниципаллӑ округри шкулсенче ӑс пухакансем субботниксем ирттерсе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑксен таврашӗсене тирпей-илем кӗртнӗ.
Шкул ачисем палӑк территорийӗсене тӗрлӗ ҫӳп-ҫапран, типӗ курӑкран, ҫулҫӑсенчен тасатса тирпейленӗ. Ҫавӑн пекех палӑксем ҫинчи вилнисен ячӗсене ҫырнӑ табличкӑсене ҫуса тасатнӑ.
«Хамӑрӑн ҫӗршывӑн историне, Тӑван ҫӗршывшӑн юн тӑкнӑ, хӑйсен пурнӑҫӗсен хакӗпе миршӗн кӗрешнӗ паттӑрсене пирӗн асра тытмалла. Паян эпир пӗрлехи ӗҫе хамӑрӑн тӳпене хыврӑмӑр. Ҫакӑн пек субботниксене хутшӑнни — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ паттӑрӗсене тав тунин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Вӗсен хӑюлӑхӗ пирӗн ҫӗршыва фашистсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ», — палӑртнӑ субботника хутшӑнакансем.