Октябрӗн 5-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ.
Унта кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тупӑшусем тӗрлӗ ушкӑнсенче пулаҫҫӗ.
Программӑра: 1-мӗш ушкӑн — «Спорт ҫемйисем». Командӑра ашшӗ, амӑшӗ, 8 ҫултан кӗҫӗнрех ача. Вӗсен черетпе 400 метра, 300 метра, 100 метра парӑнтармалла пулать.
2-мӗш ушкӑн — пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсем. Командӑра 8—9-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.
3-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.
4-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 8—9-мӗш класра вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.
5-мӗш ушкӑн — предприятисемпе организацисем, учрежденисем, территори уйрӑмӗсем. 2 арҫын, 2 хӗрарӑм, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ. (Командӑсенче шкулта вӗренекенсем пулмалла мар).
Ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ командӑсене Хисеп грамотисемпе наградӑлаҫҫӗ, «Каҫал ен» хаҫата 2025 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнса параҫҫӗ. Призерсем те наградӑсӑр юлмаҫҫӗ.
Эстафетӑлла ӑмӑрту ирхине 9 сехет те 15 минутра официаллӑ пуҫланать, тупӑшӑва килекенсене 8 сехетрен регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ.
Пурне те ӑмӑртӑва чӗнетпӗр!
Йӗркелӳ комитечӗ.