Ҫанталӑк уяр та хӗвеллӗ тӑни ҫӗр ӗҫченӗсене мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр та пахалӑхлӑ пуҫтарса кӗртме май парать. Сентябрӗн 12-мӗшӗ тӗлне округри хуҫалӑхсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртнӗ. Йӗтемсене пурӗ 34238 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 27,7 центнерпа танлашнӑ.
Халӗ ҫӗрулми уйӗнче ӗҫ вӗрет. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» 105 гектар ҫинчен кӑларма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Хальлӗхе унӑн вӑтам тухӑҫӗ гектартан 400 центнерпа танлашать.
Округӗпе илсен техника культурисем 1882 гектар йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене 368 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ.
Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсем кӗрхи культурӑсем акаҫҫӗ. Ку ӗҫе пӗтӗмпе 2336 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, ҫав шутра 2210 гектар — кӗрхи тулӑ, 110 гектар — ыраш, 16 гектар вика акса хӑварнӑ. Ку ӗҫ малалла пырать.
Минзаит ЗАЙНУЛЛИН,
округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.