Чӑваш Республикин кунне уявланӑ вӑхӑтра Шупашкарта «Я — женщина» конкурс иртни пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унта пирӗн округри маттур хӗрарӑмсем те хӑйсемпе паллаштарнӑ.
Июлӗн 17-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра конкурса хутшӑнакансене сертификатсем панӑ. Мероприятире муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Чӑваш Енти хӗрарӑмсен союзӗн председателӗн ҫумӗ, ача прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй А.Н.Федорова пулнӑ.
Кӑҫалхи «Я — женщина» конкурсра С.В.Любимова, Е.В.Шуряшкина, Н.Н.Крылова, Р.Р.Садыкова, А.Н. Можаева, Л.Б.Шорникова, Е.В. Яндрова, Л.Г.Белкова, В.П.Данилова, Г.Н.Волкова, И.Н.Алексеева, С.А.Порфирьева, Т.П.Миговорова, О.Г.Такмакова, Н.А.Павлова, И.Р.Корнилова, Д.Г. Зиатдинова, Е.В.Волкова, С.В.Дмитриева хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем — тӗрлӗ профессиллӗ хӗрарӑмсем. Пурте хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыраҫҫӗ, ял ҫинче чыс-хисепе тивӗҫнӗ.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗсене «Я — женщина» конкурса хутшӑнни ҫинчен сертификатсене А.Федорова панӑ.
Округра пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмсем татах та нумай. Ҫитес ҫул ҫак конкурса ыттисем те хутшӑнасса шанатпӑр.
Инна Ядрова,
республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ.