Понедельник, 9 декабря

Почта ӗҫченӗсен — уяв

Почта ӗҫченӗсен — уяв

Кӑҫал июлӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей почтин кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак кун умӗн почта ӗҫченӗсене тӗрлӗ наградӑсем парса хавхалантарнӑ.

Елчӗк почтамт начальникне Алина Головинана Чӑваш Республикин юстици ӗҫӗсен Патшалӑх службин Тав хучӗпе чысланӑ. Анат Тимӗрчкассинчи почта уйрӑмӗн начальникне Елена Яковлевӑна ЧР Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Чӗчкенти почта уйрӑмӗн почтальонӗ Людмила Полякова филиалӑн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Округри пур почтальонсене, почта уйрӑмӗсен ӗҫченӗсене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр, ӗҫре ҫитӗнӳсем тума, ырлӑх-сывлӑхлӑ пулма сунатпӑр.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *