Воскресенье, 16 февраля

Анне ӑшши

Ҫӗр ҫинче кашни ҫыннӑн ҫуралнӑ ҫӗршывӗ, тӑван ялӗ, ашшӗ-амӑшӗн килӗ пур. Ҫавсем пуррипе ҫын телейлӗ те. Кирек ӑҫта пулсан та, хамӑра сӗткен парса ӳстернӗ, вӑй-халлӑ тунӑ, мӑшӑр ҫунат хушса вӗҫтерсе кӑларса янӑ тараватлӑ ҫӗре манса кайма ҫук.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван ял, тӑван кил… Ҫак сӑмахсем чунра чи хаклӑ, чи ҫепӗҫ, чи ӑшӑ, чи хаваслӑ туйӑмсем ҫуратаҫҫӗ. Тӑван кӗтесрен пахи тата мӗн пур-ши? Ачалӑх, ҫамрӑклӑх тӑван ялӑмра иртет. Кирек ӑҫта пурӑнсан та хӑй ҫуралса ӳснӗ вырӑна никам та асран кӑлармасть. Тӑван атте-анне килӗнчен темиҫе ҫул каяллах ҫунат хушса вӗҫсе тухса кайнӑ пулсан та, тӑван кил нихӑҫан та асран тухмасть.

Кил ӑшши — атте-анне. Анне — манӑн чун ӑшши. Нихӑҫан та манас ҫук анне пӗҫернӗ ҫавра ҫӑкӑр тутине, шӑршине, ҫавӑн пекех кӑвар ҫинчи ҫатма икерчине тата кӑпӑшка капӑртмана. Анне ҫӑкӑр валли чуста ҫӑрчӗ. Эпӗ ӑна тимлесе пӑхса тӑратӑп. Пӗр-икӗ сехетрен чуста хӑпарма пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтра чӗресе уҫса пӑхас терӗм. Уҫрӑм та… Мӗнле тутлӑ шӑршлӑ! Анне пӳрте кӗрсе чустана чашӑка тултарма тытӑнчӗ, ҫӑкӑрсене тӗкӗнмелле маррине асӑрхаттарчӗ, хӑй кӑмака хутса ячӗ. Кӑмакари вутӑ шарт! шарт! сикет, эпӗ тимлесе итлесе ларатӑп, анчах манӑн куҫ ҫӑкӑр ҫинчех. Ҫав вӑхӑтра анне кӑвар ҫинче ҫатма икерчи пӗҫерме пикенчӗ. Пӗчӗк тирӗкпе услам ҫӑва ирӗлтерчӗ те манран аслӑрах ачисене сӗтел хушшине чӗнчӗ. Пӗҫерекен икерче вӗре-вӗре ҫу ҫинче пуҫса илетпӗр те янах тӑрӑх ҫу юхтарса чӑмламасӑрах ҫӑтса яратпӑр. Мӗнле тутлӑ! Анне ҫӑкӑрсене кӑмакана хыврӗ. Эпӗ вӗсем пиҫессе кӗтсе лартӑм. Часах пӳрт ӑш-чикки техӗмлӗ шӑршпа тулчӗ. Пиҫсе тухнӑскерсене анне йӗпетсе шӑлчӗ те витсе хучӗ. Ҫӑкӑр сивӗнсен мана пӗр чӗлӗ касса пачӗ.  Халӗ те чӗлхе ҫинче ҫав ҫатма икерчи, хура ыраш ҫӑкӑрӗ! Питех те ҫӑмӑл мар 1990—1992 ҫулсенче колхоз валли те ҫӑкӑр пӗҫерсе паратчӗ анне. Паян кун та тӑван килте атте ӑсталанӑ кӑмака упранать, ҫав кӑмакара кукӑль, капӑртма, ҫӑкӑр пӗҫерме пӑрахман-ха аннеҫӗм. «Пӳртре ҫӑкӑр шӑрши сарӑлсан чун савӑнать», — тет вӑл.

Юратнӑ аннеҫӗм, Нина Васильевна Деменкова 1934 ҫулта Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Хаяр вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра анне 7 ҫулта анчах пулнӑ. Вӑйпитти арҫынсем фронта кайса пӗтнӗ. Ялта хӗрарӑмсемпе стариксем тата ачасем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсен вӑйӗпе колхозри пӗтӗм ӗҫе пуҫтарнӑ. Ҫул ҫитмен ачасем те аслӑраххисемпе пӗрле пур ӗҫе те хутшӑннӑ. Хирсене ҫумкурӑкран тасатнӑ. Вырма вӑхӑтӗнче пучах пуҫтарнӑ, ӳсерехпе тырӑ вырнӑ.  Анне 4-мӗш класс пӗтерсен, колхоз лашисене (80 ытла) пӑхнӑ, конюх пулса ӗҫленӗ, лаша кӳлме вӗреннӗ. Вӑкӑр кӳлсе те ӗҫленӗ. Вӗсем тунӑ ӗҫсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. «Апат енчен хӗсӗкчӗ, ҫырмаран пуҫтарса курӑк  ҫинӗ, чӑнкӑ ҫырмаран е ҫыран хӗрринчен чикеленсе кусса ансах каяттӑмӑр, крахмал пуҫтарнӑ, мӑян ҫӑкӑрӗ ҫинӗ. Пӗр енчен шутлатӑп та, вӗсенче хими пулман. Организма усӑ кӳнӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ҫула ҫитиччен пурӑнса ҫитрӗм», — тет анне.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑл пулман. Юхӑннӑ колхозсене ҫӗклекенсем те вӑрҫӑ ачисемех, пӗве кӗнӗ-кӗреймен хӗрсемпе тӗрекленсе ҫитеймен каччӑсем пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗпе вӑй хунӑ. Колхоз укҫа тӳлеймен. Хӗрсем пусма-тавар туянмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илес тесе хуласене кайнӑ. Анне те  хӑйӗн чи ҫывӑх хӗр тусӗпе Владимир хулинче торф кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. «Виҫӗ метр пусма илтӗм», — аса илет куҫҫульленсе анне. Хӑй ҫуралнӑ ялӗнчен  — Вырӑскассинчен пуҫласа Канаш хулине ҫитиччен  ҫуран хур хӑваласа кайнине ниепле манаймасть ҫап-ҫамрӑк пулнӑ хӗр. «Хӑрӑмран чернил тунӑ, каҫхине ҫырнӑ чухне витӗмлӗччӗ, ирхине тӑнӑ ҫӗре ҫырнин шӑйрӑлчӑк кӑна юлатчӗ», — тет вӑл. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан сурӑх фермине вырнаҫать. «Кӗтӳ кӗтеттӗмӗр, сурӑх какайне Канаш хулине кайса сутаттӑмӑр. Каярах чӑх витине хута ячӗҫ, 5 пин чӑх чӗппи туянчӗҫ. Пире, виҫӗ ҫынна, вӗсене пӑхма шанчӗҫ. 5 пинрен 460-шӗ ҫеҫ чакрӗҫ.  Пит маттур ӗҫлеттӗмӗр, ытти колхозсенчен пирӗн опытпа паллашма килетчӗҫ. Мастер-животновод пулма Вӑрнар районне вӗренме ячӗҫ…» — аса илет вӑл. Ун хыҫҫӑн вара анне,  мӗн пенсие тухиччен, сысна пӑхнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. «Россия» колхозра 33 ҫул ӗҫленӗ.

Анне пӗр ӗҫрен те пӑрӑнман, ҫакна ӗҫри ӳсӗмсемшӗн Мухтав тата Тав хучӗсем, орденсемпе медальсем пани ҫирӗплетет. 1965 ҫулта аннене «Чи лайӑх кайӑк-кӗшӗк пӑхакан» ятпа чысланӑ. Вӑл ЧАССРта, районта чи маттур ӗҫлекенсенчен пӗри пулнӑ. Ахальтен мар унӑн ячӗ районӑн Хисеп хӑми ҫинче 5 ҫул пулнӑ. Ҫавӑн пекех  анне  чи лайӑх выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен Ригӑри канашлӑвне хутшӑнма тивӗҫнӗ.

,ҫре маттур тӑрӑшаканскере пӗрре кӑна  мар — 1954, 1972, 1977 ҫулсенче — Александровка ял Совечӗн депутатне суйланӑ. Вӑл «Хисеплӗ колхозница» ята та тивӗҫнӗ.

Нӗркеҫ каччипе, Вячеслав Семенович Деменковпа 1959 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ (шел пулин те атте 14 ҫул каялла пурнӑҫран  уйрӑлса кайрӗ). Деменковсен ҫемйи ҫултан-ҫул ача сассипе тулать: Саша, Женя, Лена, Владик, Леонид, Светлана. Вӗсем аттепе аннешӗн пурнӑҫ илемӗ пулса тӑраҫҫӗ. Юратнӑ 6 ачине тӗрӗс воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларас тесе атте-анне ырми-канми тӑрӑшать.

Пире, ачисене, мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстерчӗҫ аттепе анне. Колхоз уйӗнче ҫулсеренех пахча ҫимӗҫ пайӗсем илнӗ. Ачисем нумай пулнӑран пайне те нумайрах парса хӑваратчӗҫ… Хамӑрӑн пая ҫумласа пӗтерсен ҫынсене пулӑшма чупаттӑмӑр. «Ҫынна пулӑшнипе аллӑрсем хуҫӑлса ӳкмеҫҫӗ», — тетчӗ анне.

Деменковсен 6 ачи те ҫемьеллӗ (аслӑ тете пурнӑҫран уйрӑлса кайни пирӗн ҫемьешӗн пысӑк ҫухату пулчӗ), пурте пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупнӑ: кам медицина сферинче вӑй хурать, кам ҫутӑпа ялсене тивӗҫтерес тесе талпӑнать, хӑма ҫурса, якатса килтен-киле турттарса килсе паракан та пур, илемлӗ проектсем шутласа кӑларса туллин усӑ курччӑр тесе тимлекен те пур, вӗрентӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакан та пур. «Лайӑх пурӑнӑр, пархатар курӑр. Нихӑҫан та ан ӳркенӗр, нимӗнле ӗҫе те ан тиркӗр. Ӗҫлекен ҫын яланах малалла ӑнтӑлать. Юлташпа юлташ пулӑр, ватӑпа ватӑ пулӑр, мӗскӗне пулӑшӑр, ырӑпа усала уйӑрӑр, чулпа перекене ҫӑкӑрпа перӗр», — хушать анне.

Аннеҫӗм ӗнтӗ вун икӗ хут асаннепе кукамай, вун тӑватӑ хут мӑн асаннепе мӑн кукамай ят-сумне те илме тивӗҫлӗ пулчӗ. «Ҫывӑх ҫынна юратнипе кӑна ҫынлӑха сыхласа хӑваратпӑр, тӗнчене ырӑ енне улӑштарма пултаратпӑр», — тесе вӗрентет мӑнукӗсене.

Июнӗн 25-мӗшӗнче, тӑван киле пуҫтарӑнса, сумлӑ куна уявлама кӗрекене лартӑмӑр. Эпир, ачисем, аннепе мухтанатпӑр, вӑл пурришӗн савӑнатпӑр, унӑн ӑшшипе киленетпӗр. Турӑ малашне те упратӑр сана! Эсӗ пире питӗ кирлӗ!   

Пур ачисен ячӗпе кӗҫӗн хӗрӗ Светлана.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *