Понедельник, 9 декабря

Халӑх уявра савӑннӑ

Халӑх уявра савӑннӑ

Июнӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре Республика кунне анлӑ паллӑ тунӑ. Ку уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем  малтанах пуҫланнӑ.  Вӗсем пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑчӗҫ.

Шупашкарта иртнӗ экономика форумӗнче, регионсем хушшинчи «Регионы — сотрудничество без границ» выставкӑра, Медиафорумра, «Женщины-предприниматели — лидеры устойчивого развития» ҫавра сӗтелре тата ытти мероприятисенче те  республикӑна малалла аталантармалли ҫул-йӗрсене пӑхса тухнӑ, тӗрлӗ регионсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем тунӑ. 

Июнӗн 24-мӗшӗнчи тӗп мероприятисем Шупашкар хулинче тата Тӑвай муниципаллӑ округӗнче иртнӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра пурӑнакансем ҫеҫ мар, хӑнасем те йышлӑн хутшӑннӑ.

Ҫак кунсенче республикӑна малалла аталанма май паракан, халӑх пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшакан объектсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тӑвайӗнче сыр хатӗрлекен производство хута кайнӑ. Шупашкарти «Новый город» микрорайонта  «Демографи» наци проекчӗн «Спорт пурнӑҫ норми» федераллӑ проектпа тунӑ каток, Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче «Волга» стадион ӗҫлеме пуҫланӑ. Республика кунӗнче Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хушшинче «Иваново микрорайонӗ» — «Чапаев ячӗллӗ производство предприятийӗ»  маршрутпа 62-мӗш номерлӗ троллейбус ҫӳ-реме пуҫланӑ. «Элкон» ОООра импорта улӑштаракан производство цехӗ ӗҫе кӗнӗ.

Уяв уявах ӗнтӗ, юрӑ-ташӑпа ҫыхӑннӑ мероприятисем те нумай пулнӑ. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх творчествин фестивалӗнче  Пушкӑртстан Республикинчи «Ялкын», Тутарстанри «Тан», Коми Республикинчи «Визув ель», Удмурт Республикинчи «Чебеляй», Оренбург облаҫӗнчи «Тарантасик», Саратов облаҫӗнчи «Хоперская вольница», Свердловск облаҫӗнчи «Горлица», Тюмень облаҫӗнчи «Златоцвет» художество пултарулӑх коллективӗсем те чӑваш халӑхне хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.

«Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ картти» музей пулмалли вырӑна символла чул хунӑ, регионсем хушшинчи «Я женщина» конкурса пӗтӗмлетнӗ, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулнӑ, «Русь мастеровая» ӑстаҫӑсен конкурсӗнче палӑрнисене чысланӑ…. Пур мероприятисене  асӑнса пӗтерме  те ҫук пулӗ.

Пирӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  Тӑвайӗнче иртнӗ уява хутшӑннӑ.

Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра ача-пӑчан республикӑри «Черчен чечексем» 6-мӗш  фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Унта Комсомольскинчи ачасен искусствӑсен шкулӗн  воспитанникӗсем палӑрнӑ. Варвара Николаева «Вокал» номинаципе 2-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. «Островок» хореографи ансамблӗ «Хореографи» номинацире вара 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсене саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем  сунатпӑр.

Юрий Гаврилов  пухса хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *