Ҫанталӑк ӑмӑр, сулхӑнрах пулсан та округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлес, агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Июнӗн 27-мӗшӗ тӗлне округри тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1650 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Ку ӗҫ малалла пырать. Хальлӗхе 2050 тонна утӑ хатӗрленӗ. «Искра» колхозӑн 400 тонна, «Родина» ОООра 300 тонна, «Восток» ЯХПКра 200 тонна типӗ утӑ пур.
Хуҫалӑхсем сенаж хывса хӑварас тесе те тӑрӑшаҫҫӗ. Округӗпе 2250 тонна хунӑ. Ку енӗпе «Урожай» колхоз, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ тӑрӑшса ӗҫленине палӑртмалла. Вӗсенче 1000 тонна ытла ҫак паха апат пур та ӗнтӗ.
Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗсем те кашни уяр кунпа усӑ курса утӑ, сенаж хатӗрлес тесе ҫине тӑраҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.