
Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем кашни уяр кунпа туллин усӑ курса выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ку ӗҫе пур хуҫалӑхра тенӗ пекех пуҫӑннӑ.
Июнӗн 17-мӗшӗнче округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 570 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. 1200 тонна сенаж, 280 тонна утӑ хатӗрленӗ. Ку ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Хуҫалӑхсем ҫавӑн пекех ӳсен-тӑрансене ҫумкурӑкран, чир-чӗртен, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран сыхлас енӗпе те ӗҫсем пурнӑҫлаҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.