Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» выставка-форумра июнӗн 3—9-мӗшӗсенче Ҫӗрпӳ округӗ хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн эстафетӑна Сӗнтӗрвӑрри округӗ йышӑннӑ. Кунта та 75-мӗш павильона килекенсемшӗн курмалли, тӗлӗнмелли нумай пулнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем хӑйсемпе июнӗн 13-мӗшӗччен паллаштарнӑ.
Июнӗн 15-мӗшӗнче вара ВДНХри форум выставкӑра пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртет. Ӑна чылай малтан хатӗрленме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл мероприятисенчен пуян пулӗ. Уяв 12 сехетре пуҫланса пилӗк лаптӑкра пымалла. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе иртекен Акатуйра юрӑ-ташӑпа пӗрлех, халӑх апат-ҫимӗҫне те тутанса пӑхма май пулӗ, мастер-классем те иртӗҫ… Чи тыткӑнлаканнисенчен пӗри наци кӗрешӗвӗ пулӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурне те уява ҫитсе курма чӗннӗ.