
Ҫӑва тухсан ҫӗрӗҫченӗн пӗр канӑҫ та ҫук. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче утҫи пуҫланчӗ. Уяр ҫанталӑкпа усӑ курса вӗсем пикенсех выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ.
Июнӗн 13-мӗшӗ тӗлне округӗпе 550 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Ку ӗҫе чылай хуҫалӑхра пуҫланӑ. Хальлӗхе 300 тонна утӑ, 500 тонна сенаж хатӗрленӗ. Ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.