Пятница, 27 сентября

Шыв инкек ан кӳтӗр

Шыв инкек ан кӳтӗр

Шӑрӑх кунсем ҫитнине кура ҫынсем ҫутҫанталӑкра ытларах вӑхӑт ирттереҫҫӗ, пӗвесем хӗрне каяҫҫӗ. Ҫакӑ инкек патне илсе ан пытӑр тесен хӑрушсӑрлӑх правилисене асра тытмалла.

Ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юрать. Ҫак вырӑнта шыв таса, тарӑн мар, пӗве тӗпӗ тикӗс, хӑйӑрлӑ, вӑйлӑ юхӑмсемсӗр пулмалла. Пӗлмен вырӑнсенче шыва чӑммалла мар — ку хӑрушӑ. Шыв тӗпӗнче чулсем, пӗренесем, кӑнтарса тӑракан туратсем пулма пултараҫҫӗ.

Енчен те хӑвӑра япӑх туятӑр е алкоголь шӗвекӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пулсан шыва кӗме юрамасть. Тӗттӗмре те шыва кӗме хӑрушӑ. Моторлӑ кимӗсем, катерсем ҫывӑхне ишсе пыма юрамасть.

Ҫавӑн пекех ачасене шывра чухне пӗр-пӗрне ярса тытса, «путарса» выляма юраманни ҫинчен аса илтерсех тӑрӑр, ачасене хӑйсене кӑна ҫырмасем  хӗррине ан ярӑр.

Вӑйлӑ юхӑма лекрӗр пулсан, хӑраса ӳкмелле мар, хирӗҫ пӗтӗм вӑя пӗтерсе ишмелле мар, айккинелле тухма тӑрӑшмалла. Юхӑмран тухнине туйсан майӗпен ҫыран еннелле ишӗр. Шыв ҫаврӑнӑшне лексен тарӑна чӑмса алӑсемпе тата урасемпе хыттӑн авӑсмалла. Ҫакӑ авӑртан айккине пӑрӑнма пулӑшать.

Шӑнӑр туртса лартрӗ пулсан часрах шывран тухма тӑрӑшмалла. Кун пек май ҫук пулсан урӑх мелпе ишме пуҫлӑр, ура лаппине кӗлетке патнелле туртса шӑнӑр туртнине ирттерме тӑрӑшӑр.

Темле пулсан та, хӑрушӑ лару-тӑрӑва лексен пулӑшу ыйтма ан вӑтанӑр.

Ирина КОРНИЛОВА,

медицинӑпа профилактика кабинечӗн фельдшерӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *