Апрелӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинче Хӗрес ҫул ҫӳревӗ иртнӗ.
Унта Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округри чиркӳсен настоятелӗсем, турра ӗненекенсем чылайӑн хутшӑннӑ. Ӑна Вознесение Господне храмӑн настоятелӗ Сергий Скворцов ертсе пынӑ.
Турӑшсем тытса, турӑ юррисем юрласа вӗсем Канашская урамран Комсомольская урама пӑрӑнса кӗнӗ, «Ҫӗрпӳ — Ульяновск» А-151 федераллӑ трасса ҫине тухнӑ. Комсомольски вӗҫӗнче хӗресленнӗ вырӑнта молебен ирттернӗ, ӑна сӑвапланӑ. Кунта юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах автоаварисем пулаҫҫӗ. Ӑна сӑваплани инкек пулмасса шанаҫҫӗ.
Малалла Хӗрес ҫулҫӳревне хутшӑнакансем Заводская урампа утса иртсе чиркӗве таврӑннӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).