
Шупашкарти агрегат завочӗн культура керменӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш машиностроенийӗн шанчӑкӗ» олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Унта пирӗн округри Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ илекен Дарья Муравьева та палӑрнӑ, 3-мӗш степеньлӗ диплом ҫӗнсе илнӗ. Маттур хӗрачана олимпиадӑна физика учителӗ Н.Г.Совина тата математика вӗрентекенӗ Н.Н.Салмина хатӗрленӗ.
Олимпиадӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Тракторные заводы» концернпа Раҫҫейри машиностроительсен союзӗпе пӗрле ирттернӗ.