«Культура» наци проекчӗ пирӗн республика территорийӗнче 2019 ҫултанпа пурнӑҫланать. Вӑл регион шайӗнчи виҫӗ проектран тӑрать, ҫав шутра% «Культура хутлӑхӗ», «Творчество ҫыннисем» тата «Цифра культури».
«Культура хутлӑхӗ», «Цифра культури» проектсен тӗллевӗ — культура инфраструктурине модернизацилесе, ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерсе ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, культурӑна ҫынсем патне ҫывӑхлатасси. Ҫак проектсемпе килӗшӳллӗн муниципаллӑ округра 8 культурӑпа кану вырӑнне юсаса ҫӗнетнӗ, Шурутра тата Тукайра ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем тунӑ. Кӑҫалхи планра — Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи тата Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗсене юсасси.
Наци проекчӗ пулӑшнипе районти тӗп библиотекӑн сӑн-сӑпачӗ те чылай улшӑннӑ. Ҫурта юсанӑ, ҫивиттине улӑштарнӑ, малти пайне илемлетнӗ, хутса ӑшӑтмалли тата ҫутӑпа тивӗҫтермелли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, стенисене сӑрланӑ — пӗр сӑмахпа каласан, тӗпрен юсаса илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех библиотекӑна ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗрпе, кӗнекесемпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ.
«Творчество ҫыннисем» регион проекчӗ вара талантлӑ ҫынсене хӑйсен пултарулӑхне тата та аталантарма пулӑшать. Унпа усӑ курса муниципаллӑ округри культура учрежденийӗ- сенче тӑрӑшакан 11 специалист Мускаври, Кемӗрти, Саратоври, Санкт-Петербургри тата ытти пысӑк хуласенчи культура институчӗсенче хӑйсен квалификацине ӳстернӗ. Округри библиотекӑсенче тӑрӑшакансенчен те чылайӑшӗ ҫак майпа професси пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Кӑҫал та вӗренсе квалификацине ӳстерес текенсем пур.