Раҫҫей Президенчӗ – Владимир Путин

Раҫҫей Президенчӗ – Владимир Путин

Мартӑн 15-17-мӗшӗсенче ҫӗршывра Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ иртрӗ. Унта суйлавҫӑсен 74,44 проценчӗ хутшӑннӑ.  Владимир Путин ытти кандидатсенчен чылай ытларах, 87,28 процент, сасӑ пуҫтарса Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ пулма суйланнӑ. Николай Харитоновшӑн суйлавҫӑсен 4,31 проценчӗ, Владислав Даванковшӑн 3,85 проценчӗ, Леонид Слуцкийшӗн 3,2 проценчӗ сассисене панӑ.

Чӑваш Республикинче суйлавҫӑсен 74,13 проценчӗ суйлава хутшӑннӑ. В.Путин Чӑваш Енре 85,49 процент сасӑ пуҫтарнӑ. Н.Харитоновшӑн 5,35 процент, В.Даванковшӑн 4,7 процент, Л.Слуцкийшӗн 3,01 процент суйлавҫӑ сасӑланӑ. Чӑваш Республики ҫӗршыври 29 регион шутӗнче электронлӑ майпа сасӑлава хутшӑннӑ.

Пирӗн округра  пурӑнакансем те суйлавра хастар пулнӑ. Списока кӗртнӗ суйлавҫӑсен 96,7 проценчӗ  сасӑланӑ. Чӗчкен (99,26 процент), Урмаел (99,03 процент), Аслӑ Ҫӗрпӳел (98,85 процент) территори уйрӑмӗ- сенче пурӑнакансем суйлавра хастар пулнӑ. Электронлӑ майпа сасӑлама заявлени панисен  97 проценчӗ сасӑланӑ.

Ҫапла вара пирӗн округра пурӑнакансен 89,77 проценчӗ Владимир Путиншӑн, 4,92 проценчӗ Николай Харитоновшӑн, 1,89 проценчӗ Владислав Даванковшӑн, 1,73 проценчӗ Леонид Слуцкийшӗн сасӑланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *