Мартӑн 20-мӗшӗнче республикӑра, вӑл шутра пирӗн районта та черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртет.
Халӑхпа тӗл пулнӑ чухне ҫак ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ:
1. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Федераци Пухӑвне янӑ Ҫыру.
2. 2024 ҫулхи мартӑн 15—17-мӗшӗсенче иртнӗ Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗ.
3. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2023 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗн отчечӗ.
Ҫавӑн пекех ҫынсене та харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнаҫҫӗ.