
Ҫуркунне уйӑхӗнче пыратпӑр пулин те хӗл сывпулашма васкамасть-ха. Юр кӗрчӗсем пӗчӗккӗн чакса пырсан та каҫпа-ирпе аванах сивӗ.
Округра пурӑнакансене мартӑн 10-мӗшӗнче округ центрӗнче, Комсомольскинче, пӗрле пуҫтарӑнса Ҫӑварнине анлӑн паллӑ тума чӗнеҫҫӗ. Халӑха уявӑн пуян программи кӗтет. Вӗри чейпе ҫуллӑ, пыллӑ икерчӗсем тутанса пӑхса, капӑр тумтир тӑхӑнса вӑйӑ картинче ҫаврӑнса савӑнӑҫлӑ юрӑсем шӑрантарса округ ҫыннисем хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа ҫуркуннене кӗтсе илӗҫ.
Уяв Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче ирхине 11 сехетре пуҫланать. Канма, курма килнисене, уява хутшӑнакансене ҫак кун нумай интересли кӗтӗ.
Ялсенчи художество пултарулӑх коллективӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ парнелӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем чи вӑйлине палӑртӗҫ. Суту-илӳ точкисем халӑха тӗрлӗ тавар сӗнӗҫ. Ушкӑнпа хӗле ӑсатса ярӑпӑр.