Ял хуҫалӑхне халалланӑ

Мускаври ВДНХра «Россия» выставка-форум малалла пырать. Чӑваш Енӗн экспозицийӗнче республикӑри экономика аталанӑвӗн, сывлӑх сыхлавӗн,  вӗрентӳ, финанс, культура министерствисем Раҫҫее хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Январӗн 30-мӗшӗнче ЧР Ял хуҫалӑх министерствин кунӗсем пуҫланнӑ, вӑл февралӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Малтанхи  кунсене кунта пыл тата ӑна туса илессине халалланӑ. «Мелилотус» кооператив хӑй хатӗрлекен 5 тӗрлӗ пыла, 27 тӗрлӗ крем-пыла, пыл квасне, тӗрлӗ чейсене презентациленӗ. Выставкӑна килнисене пахалӑхлӑ тата экологи енчен таса пыл сӗннӗ. Пыл карасӗн ӑввинчен ҫуртасем хатӗрлессипе, хӑваран япаласем ҫыхассипе мастер-классем йӗркеленӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ҫутӑ пайӑркисем сапаласа ларакан вӗлле ҫумӗнче иртнӗ.

Февралӗн 2—4-мӗшӗсене Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнакан хӑмлана халалланӑ. «Букет Чувашии» тата «ЧувашХмельПром» компанисем хӑмла тата унӑн гранулисене хатӗрлес ӑсталӑхпа, «симӗс ылтӑнран» тунӑ напитоксемпе паллаштарнӑ. «Зеленое золото России» фестивале хутшӑнма май паракан серификатсен вылявне ирттернӗ. Выставкӑна килекенсене Хӑмла ачи (Хмеленок) савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнӗ.

Малаллахи кунсенче вара курава ҫитекенсем Ял хуҫалӑх министерствин сӗт продукцине халалланӑ экспозици- йӗпе паллашма пултарӗҫ. «Ядринмолоко» тата «Вурнары завод СОМ (бренд «Белоусовы») сӗт-ҫу отраслӗпе паллаштарӗҫ. Стендра ӗне муляжӗ пулӗ. Ӑна кӑмӑл пуррисем виртуаллӑ мар, чӑннипех те суса пӑхма пултарӗҫ.

Февралӗн 9—11-мӗшӗсенче экспозицире ӗҫлӗ программа пулӗ. Унта регионӑн паллӑ пулӑмӗсемпе паллаштарӗҫ. «Россия» выставкӑра фермерсен форумӗ уҫӑлӗ. Февралӗн 10-мӗшӗнче  Ҫамрӑксен кунне ирттерме палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ен унта   аграрисем ялти ача сачӗсемпе ҫыхӑну йӗркелени, шкулсенче агроклассем уҫни пирки каласа парӗ. Чӑваш аграри университечӗ хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗ.

Выставкӑна пынисем агролабораторири ӳсен-тӑран калчисене Чӑваш тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ ҫӗр ҫине лартса килӗсене илсе кайма та пултарӗҫ.  Пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирма специалисчӗсем ҫӗрулми клонӗсене пробиркӑра мӗнле туса илмеллине кӑтартса парӗҫ.

Февралӗн 13—14-мӗшӗсем «Шӑкалатлӑ Чӑваш Ен» ятпа иртӗҫ. «Акконд» тата «Вавилон» кондитер фабрикисем пылак ҫимӗҫсене мӗнле хатӗрлесе туса кӑларнипе паллаштарӗҫ. Килекенсене «Печенька» пукане тарават кӗтсе илӗ.

Февралӗн 15—18-мӗшӗсене  агротуризма халаллӗҫ. Шуваевсем йӗркеленӗ ранчо, «Ивушка» питомник, «Мелилотус» СППК хӑнасене пирӗн республикӑна килсе курма йыхравлӗҫ. Ҫавӑн пекех  хамӑр регионта ирттерекен Ҫырла, Кӑмпа фестивалӗсене, Етӗрне хулинчи лашасен чупӑвне хутшӑнма май паракан сертификатсен вылявӗ те иртӗ.

— Ял хуҫалӑх министерствин кунӗ сенче нумай-нумай интересли  пулӗ, — палӑртнӑ Сергей Артамонов министр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *