
Январӗн 31-мӗшӗнче округ депутачӗсен Пухӑвӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Унта округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, пай ертӳҫисем, депутатсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем хутшӑнчӗҫ. Лару ӗҫне Пуху председателӗ Светлана Грачева ертсе пычӗ.
Кун йӗркине кӗртнӗ 12 ыйтуран ытларахӑшӗ халиччен тунӑ йышӑнусене улшӑнусем кӗртессипе ҫыхӑннӑ. Вӗсемпе администрацин организаципе контроль тата кадрсен пайӗн начальникӗ Мария Илларионова, право ӗҫӗсен секторӗн заведующийӗ Ольга Соколова, финанс пайӗн ертӳҫин ҫумӗ Зульфия Айнетдинова паллаштарчӗҫ. Депутатсен Пухӑвӗн секретарӗ пулма Любовь Пушкинана суйларӗҫ. Ҫавӑн пекех администрацин ҫӗнӗ структурине пӑхса тухрӗҫ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн 2023 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗ пирки начальник ҫумӗ Ильгиз Чумаров каласа пачӗ.
Экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн специалист-эксперчӗ Татьяна Мухина муниципаллӑ тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗсене ҫар служащийӗсене, контрактниксене, Росгвардире службӑра тӑракансене тата вӗсен ҫемье членӗсене харпӑрлӑха тӳлевсӗр парассин йӗркине ҫирӗплетесси ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ку темӑпа депутатсен нумай ыйту пулчӗ.
Ларура ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ, тивӗҫлӗ йышӑнусем турӗҫ.
Любовь ШУРЯШКИНА.