Четверг, 23 января

Баскетболла выляса тупӑшрӗҫ

Иртнӗ эрнере вӗренекенсем хушшинче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче «КЭС-Баскет» шкул баскетбол лигин муниципалитет тапхӑрӗн ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ.

Малтанах арҫын ачасем тупӑшрӗҫ. Кунта пысӑк ӑсталӑх кӑтартса Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен спортсменсем 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта — Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш пулчӗ. Жюри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Расим Шарафутдинов чи лайӑх вылякан  пулнине палӑртрӗ.

Хӗрсем хушшинче те вӑйӑсем хӗрӳ иртрӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи хӗрсем алӑран вӗҫертмерӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен хӗрсен команди виҫҫӗмӗш вырӑнта пулчӗ. «Чи лайӑх вылякан» ята Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Ксения Скворцова ҫӗнсе илчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп грамотисемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *