Вторник, 10 декабря

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ

Хирти Сӗнтӗр  территори уйрӑмӗ 6 яла пӗрлештерсе тӑрать. Хирти Сӗнтӗрпе Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш, Нӗркеҫпе Янкасси ялӗсенче пурӑнакансем туслӑн килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем пурте «Гигант» колхозра тӑрӑшнӑ, уй-хир культурисем ҫитӗнтернӗ, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ туса илнӗ.

Асӑннӑ ялсенче кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 434 хуҫалӑх шутланса тӑнӑ, вӗсенче 1344 ҫын пурӑннӑ. Ку тӑрӑхра тӗпленнисем «Госсорткомиссия» сортсем сӑнакан станци филиалӗнче, Агамерянӑн сӗт заводӗнче, Прокопьевӑн, Петровсен фермер хуҫалӑхӗсенче, «Слава картофелю» агрофирмӑра тӑрӑшаҫҫӗ, округ центрне ӗҫе ҫӳрекенсем те пур. Кунти халӑх пахчаҫимӗҫ, ытларах вӑрлӑхлӑх сухан (севок) ҫитӗнтерес енӗпе тимлет.

 Республикӑри чылай ялти пекех кунта та демографи лару-тӑрӑвӗ пӑшӑрхануллӑ. Ача  ҫураласлӑх пӗчӗк, яла юлса ҫемье чӑмӑртакансем те сахал. Сахал терӗмӗр те,  ҫуралнӑ тӑрӑха  юлса пурӑнакансем те пур. Вӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса, хӑйсем укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илсе ҫуртсемпе хуралтӑсене ҫӗнетсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ял ҫыннисене медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе Нӗркеҫри, Ҫӗнӗ Кипеҫри, Хирти Сӗнтӗрти фельдшерпа акушер пункчӗсенчи сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем вӑй хураҫҫӗ. Ҫынсене культурӑллӑ канма, пушӑ вӑхӑчӗсене усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерме Хирти Сӗнтӗрти, Ҫӗнӗ Кипеҫри, Нӗркеҫри культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансем ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Ял ҫыннисемпе тӑтӑшах мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, округ шайӗнчи фестивальсемпе конурссене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн коллективӗ таврари ялсенчи ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас тесе тӑрӑшать. Райпон тӑватӑ магазинӗ халӑха куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерсе тӑрать.

Пӗтӗмӗшле илсен ҫынсене пурӑнма, ӗҫлеме, канма условисем ҫителӗклӗ. Ялсен инфраструктури аванах аталаннӑ.

Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхне, территори уйрӑмне чылай ҫул Г.Е.Ефремов ӑнӑҫлӑ  ертсе пынӑ. Вӑл ялсем тӗрекленсе аталанса пыччӑр тесе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Халӗ территори уйрӑмӗн начальникӗ пулса Валентина Алексеевна Салмина тӑрӑшать.  Кунти халӑх пуҫаруллӑ, пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *